Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыттисене (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле-ха, пире мар, ыттисене хӑв патна тарҫа илмӗн-и, тӑванӑм? — терӗм ҫакна епле те пулсан хӑтӑлас шутпа.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ чӑнах та юр пек шурӑ ут ыттисене хуса ҫитме тытӑнчӗ, тата тепӗртакран хӑшпӗрисенчен иртсе кайрӗ ӗнтӗ…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку тем мар-ха, акӑ вӑл пуринчен те иртсе кайӗ-ха, — ӗнентерме тытӑнать ыттисене пӗр кӑвак сухаллӑ арҫын.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикас ыттисене хӑй инкекне, унти ҫынсен хурлӑхне ытларах кӑтартас тенӗн ҫӳлте, сӑрт варринерех, тип ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепӗр ик-виҫӗ кунтан, — терӗ Елена Максимовна, — Санюксӑр пуҫне, ыттисене валли ҫимелли пай пулмасть.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук хӑй курнине ыттисене кӗрсе пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каласан, ху та хӑтӑлаймӑн — ыттисене те пӗтеретӗн!..

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эс, няня, пуянсем патне ан кӗр, ыттисене пӗр кил те ан хӑвар.

Помоги переводом

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халӗ те, хӑй леш тӗнчене ӑсанма хатӗрленнӗ акӑш пек хӑмшӑлнӑ пулин те, ҫав вӑйҫах, лакӑркка, ыттисене пусарсах янӑрашма пӑхрӗ, кула-кула, ӳсӗре-ӳсӗре, анекдот та ҫӑрса-лапӑртатса пачӗ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Аркадий вара арҫынна куҫран пӑхмасӑрах: — Куна часрах — ҫырана! Ыттисене кӗт! — терӗ те каллех йӑмпӑлл! чӑмса ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗтӗмлетсе, ҫапла калас килет: пурнӑҫра хӑвна килентерессишӗн кӑна активлӑ пулни сахал — сан активлӑх, пултарулӑх ыттисене те, обществӑна та усӑ кӳтӗр.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑвӑра, ыттисене, таврара мӗн пулса иртнине объективлӑ хак пама тӑрӑшӑр.

Постарайтесь дать объективную оценку себе, окружающим и всему, что происходит вокруг вас.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пур хушӑва та тулли кӑмӑлтан пурнӑҫлать, чӗре витӗр кӑларать, тӗрлӗ сӗнӳсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать.

Помоги переводом

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыттисене ҫак сулӑмпах пӗрерӗн-пӗрерӗн рюкзака тавӑрчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тӗрӗсех калать пуль мастер, — темшӗн куҫне сӑтӑркаласа илчӗ Иван, — анчах ку ӗҫе ыттисене хушсан, тата лайӑх пулмалла.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак хыпара ыттисене те пӗлтермелле.

Необходимо сообщить эту информацию и другим.

Ыран сирена янӑрӗ: ку тӗрӗслев пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34362.html

Ку ыттисене ҫак ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу // Илле Иванов. https://chuvash.org/news/34329.html

— Борис, сана ашкӑнма юратать теҫҫӗ, анчах эсӗ ҫав тери лайӑх ача иккен, — тенӗ вӑл виҫҫӗмӗш кунӗнче ыттисене ашкӑнма хавхалантарса пыракансенчен пӗрне.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Надежда Константиновна хӑйӗн пултарулӑхӗпе ыттисене хавхалантарма пӗлетчӗ, хӑйне шанса панӑ ӗҫшӗн тем тума та хатӗрччӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней