Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Лешӗсем, Иисус патне пырсан, Ӑна питех те йӑлӑнса каланӑ: вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын: 5. вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене ҫӗтерсемччӗ, пирӗн тӗрӗс мар ӗҫӗмӗрсене каҫарсамччӗ, ҫак сехетре Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ — Санӑн ырӑлӑхусем хӑвӑртрах ҫитӗҫинччӗҫ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑв юратнӑ Авраам ячӗшӗн, Хӑвӑн Исаак чуру ячӗшӗн, Хӑвӑн сӑваплӑ Израилӳ ячӗшӗн Хӑвӑн ырӑлӑхна пирӗн ҫинчен ан сирсемччӗ; 36. Эсӗ вӗсене каланӑ: сирӗн йӑхӑра тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ тӑвӑп, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ырӑлӑхна тӳрӗ ҫынна кӑтарт, уншӑн сана, ҫыннинчен мар пулсассӑн та, Ҫӳлти Турӑран ырӑлӑх килӗ.2. Делай добро благочестивому, и получишь воздаяние, и если не от него, то от Всевышнего.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав апат та выҫӑхнисен кӑмӑлне кура, улӑшӑна-улӑшӑна, Санӑн пурне те тӑрантаракан ырӑлӑхна пӑхӑннӑ: 26. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Хӑвӑн юратнӑ ывӑлусем ҫакна пӗлччӗр, этем ҫӗр ҫимӗҫӗпе ҫеҫ тӑранманнине, Сана ӗненекенсене Санӑн сӑмаху сыхласа хӑварнине пӗлччӗр тенӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсассӑн ман тавра тӳрӗ ҫынсем пуҫтарӑнӗҫ.Вокруг меня соберутся праведные, когда Ты явишь мне благодеяние.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн аттесем Египетра Санӑн кӗтретӳсене ӑнласа илмен, Санӑн темӗн чухлӗ ырӑлӑхна асра тытман, тинӗс хӗрринче, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, пӑлхав хускатнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Ҫӳлти Турӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑламашкӑн, Санӑн ятна мухтаса юрламашкӑн — ырӑ, 3. ирхине — Санӑн ырӑлӑхна, ҫӗрле Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе 4. вунӑ хӗлӗхлине тата псалтирь каласа, кӗсле каласа юрламашкӑн — ырӑ.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-5. Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ пире, ҫӑлӑнӑҫна парсамччӗ пире.8. Яви нам, Господи, милость Твою, и спасение Твое даруй нам.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвна пӗлекенсене ырӑлӑхна, тӳрӗ чӗреллисене тӳрӗлӗхне кӑтартса тӑр, 12. ман ҫине мӑнаҫлӑх ури пусайминччӗ, ҫылӑхлӑ ҫын алли мана хӑваласа ярайминччӗ: 13. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ҫавӑнта ӳкрӗҫ, вӗсене ӳкернӗ, ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ Санӑн ырӑлӑхна шанатӑп; Эсӗ ҫӑлнӑшӑн чӗрем савӑнӗ манӑн; хама ырӑлӑх тӑвакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп, [Ҫӳлти Туррӑн ятне юрласа мухтӑп].
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Патша, вӗсемшӗн ырӑлӑхна туса ҫитер: вӗсен кунҫулне сывлӑхлӑ, савӑнса, ырӑ кӑмӑллӑн пурӑнса ирттермелле ту, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Турӑ, Эсӗ мухтавлӑ, Эсӗ мана савӑнӑҫ патӑн; пире Эсӗ Хӑвӑн аслӑ ырӑлӑхна кӑтартрӑн, мана шиклентерсе тӑракан инкекрен хӑтартӑн!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — Турӑ, Эсӗ — ӳкӗнекенсенӗн Турри, Мана, юрӑхсӑр ҫынна, виҫесӗр хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа ҫӑлса, Хӑвӑн пӗтӗм ырӑлӑхна ман ҫинче кӑтартсамччӗ, Сана пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе мухтавлӑп, Сана тӳпери пӗтӗм вӑйсем мухтаҫҫӗ, Санӑн мухтавлӑху — ӗмӗр-ӗмӗре.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.Ты хранишь завет и милость к рабам Твоим, ходящим пред Тобою всем сердцем своим:
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 23. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эхер те эпӗ вилес пулсассӑн, манӑн килӗме ан пӑрах, нихӑҫан та — Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫинчен Давидӑн мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑксассӑн та — ӑна хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартма ан пӑрах, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1