Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрем темле йывӑррӑн ыратса кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Старшинан чӗркуҫҫи тӗлӗнче урисем ҫав тери ыратса кайрӗҫ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Настя нимӗн те ыйтмарӗ, унӑн чӗри ыратса илчӗ ҫеҫ.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ӑна хӑйне хӗненӗ пекех, асаплӑн ыратса кайрӗ унӑн ҫурӑмӗ.
4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫеменӗн чӗри ыратса кайнӑ.
XII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Акӑ мӗнле вӑл пурнӑҫ, Мариам! — инженер йывӑррӑн сывласа илчӗ, унӑн чӗри ыратса кайрӗ, чылай вӑхӑт хушши вӑл сӑмах та калама пултараймарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чӗре йӗппе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫакна курсан Крэнкбилӗн чӗри ыратса кайнӑ.
VI // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Эх, ман чӗре мӗнле ыратса кайрӗ, эпӗ сана хӑнӑхнӑ вӗт!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Василий Максимович Генкӑна инҫетрен сӑнаса ларкаласан, комсомолецсем патне пыма шутларӗ, анчах хӑйӗн чӗри ыратса кайнине туйса илчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Поручик Маврин ӑна аллинчен ярса тытрӗ, ал тымарӗ патӗнчен тӳсмелле мар ыраттармалла пӑчӑртаса лартрӗ, револьверӗ кӗсйере янӑравсӑр персе ячӗ, унтан Яков алли ҫав тери хытӑ ыратса, чавси тӗлӗнче хуҫӑлнӑ пек пулчӗ, поручик револьвере унӑн пӳрнисенчен вӗҫертсе илсе кресло ҫине пӑрахрӗ те: — Пулаймарӗ! — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лешин, ҫӗре хытӑ пырса ҫапӑннипе, урисем тӳсме ҫук ыратса кайрӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Чун ыратса хуплантарчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кунта пирӗн чӗре ыратса, ҫурӑлса тухать, пӗр сӑмах та лайӑххине илтместпӗр! —
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виҫӗ кун хушшинче сводкӑсем пулман, вара фронтра пулма пултарнӑ улшӑнусем ҫинчен Шмелев калаҫнине итлесен, Алексей шикленнипе хӑйӗн чӗри каллех ыратса кайнине туйса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексейӗн чӗри хытӑрах ыратса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ман чӗре ыратса кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унӑн хӑйшӗн те, хӑйӗн юратӑвӗшӗн те ҫав тери чӗри ыратса карӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Михайлов та лӑпчӑнса ларса пуҫне ярса тытрӗ, хускалнӑ пирки унӑн пуҫӗ чӑтма ҫук ыратса кайрӗ.Михайлов тоже присел и схватился за голову, которая от движенья ужасно заболела у него.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Пӗтрӗм! — вӗлерчӗ!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, бомба ҫурӑлсан (астуса юлаймарӗ вӑл, те мӑшӑрлӑ, те хӑрахлӑ хисеп каланӑ самантра ҫурӑлчӗ вӑл), ҫав самантрах хӑйне темӗскерпе ҫапнине, пуҫӗ чӑтма ҫук хытӑ ыратса кайнине туйса илчӗ.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.