Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хулара пурӑнакансене пурне те ҫирӗп сывлӑх, ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма, телей тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп.Желаю всем жителям города здоровья, уверенности в завтрашнем дне, счастья и семейного благополучия.
Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/19/news-3640810
Ҫак кун пурне те ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, ыранхи куна шанма тата пӗтӗм ыррине сунатӑп!
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/02/23/news-3495313
Шанчӑк ҫухалчӗ, шухӑшӗсем арпашӑнчӑк, ҫавӑнпа Давенант кӑштах уҫӑлас тӗллевпе, — мӗншӗн тесен ыранхи кун мӗн килессе кӗтмелли ҫеҫ юлать, — стена ҫинчи пӗчӗк винтовкине вӗҫертрӗ, — вӑл темиҫе ҫул каялла Футроз патӗнчи каҫра тупӑшса пеме усӑ курнӑскер йышшиех; тӗлме тӗл пеме хӑнӑхса ҫитнӗскер, ҫак ӗҫе кӑмӑллаканскер, — ку вара вӑл вӑйӑмпа кӑтарту ҫӗкленӗвӗшӗн хыпса ҫуннине тивӗҫтерет, — Давенант никампа танлашми перӳҫӗ пулса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫак кӑсӑклӑха-киленӗве кӑмӑллать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ыранхи Раштав уявӗ ӑна кӑмӑлсӑр, вырӑнсӑр йӗкӗлтев пек туйӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Вӑл пӑшалне хучӗ те курӑк ҫине выртрӗ, пур пӗрех килекен ыранхи кун пирки сехӗрленсе шухӑшлать: ыттисене паракан пурнӑҫӑн пӗр пайӗ…
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кашӑк-тирӗке ҫуса тирпейленӗ хыҫҫӑн ыранхи уроксене хатӗрленме кӗрсе ларчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу тата ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн, ыранхи куншӑн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп.
Михаил Игнатьев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/12/news-3872421
Сире ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, телей, ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх, ыранхи куна шанма сунатӑп!
Михаил Игнатьев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/09/news-3871681
Ҫак паттӑрла профессие суйласа илнӗ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, ушкӑн хӑватне туйса тӑма, малашнехи ҫитӗнӳсем, вӗсен ҫемйисене вара — ырлӑх тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!
Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/30/news-3841470
Ыранхи кун тумалли ӗҫсене ӑшӗнче палӑртрӗ.
Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Шевардино пӑтӗнче аманнӑ салтаксем нумайӑшӗ лазаретран вӑрттӑн тухса кайса, ыранхи ҫапӑҫура пулас тесе харпӑр хӑй полкӗсене тавӑрӑннӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӑйӗн адъютантӗнчен вӑл ӑшра шикленсе ыранхи ҫӗнтерӗве ӗненетӗн-и тесе ыйтнӑ.С затаенной тревогой Наполеон спрашивал своего адъютанта, верит ли он в завтрашнюю победу.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Каҫ пулсан, суту-илӳ ярминкки ыранхи ирччен лӑпланса ҫитсен, ҫӗрӗпех хаваслӑх ярминкки кӗрлесе-янраса тӑнӑ.Когда свечерело и деловая ярмарка затихла до утра, то до утра же зашумела веселая ярмарка.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Тем тусан та, тухса тарнӑ вӑрӑсем пирӗн ыранхи куна вӑрларӗҫ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ыранхи кун, чӑнах, ҫухалчӗ ӗнтӗ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кирек мӗнле пулсан та, ыранхи кун харама кайрӗ ӗнтӗ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Малтан вӗсем тӗрлӗ япаласем ҫинчен: ыранхи ӗҫ ҫинчен, лашасем ҫинчен халапласа илчӗҫ.Сперва они покалякали о том и сем, о завтрашних работах, о лошадях.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Анчах Бульба ҫынна ыранхи кун мӗн кӗтнине пӗлмен ҫав.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ыранхи кун ҫине ҫакӑн пек нимӗнле шухӑшсӑр пӑхакан ҫынсене эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра нихӑҫан та курманччӗ.Никогда в своей жизни не видел я людей, до такой степени беззаботно относящихся к завтрашнему дню.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чӑннипе вара, ку вӑхӑтра вӑл ыранхи кун ҫинчен, Антонов инженерла куҫма-куҫӑн калаҫасси ҫинчен е хӑйӗн заводри ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлать-тӗр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.