Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Хӗрӗ ашшӗне пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, хӗрӗшӗн пӑшӑрханнипе унӑн ыйхи те вӗҫет: хӗрӗ ҫамрӑк чухне — ватта юласран, качча кайсассӑн — упӑшкине сивӗтесрен хӑрушӑ; 10. хӗр чухне — пӑсӑласран, ашшӗ килӗнчех йывӑрланасран хӑрушӑ, качча кайсассӑн — урӑх ҫынна ересрен, упӑшки пур ҫинчех ача-пӑчасӑр пуласран хӑрушӑ.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.11. Сладок сон трудящегося, мало ли, много ли он съест; но пресыщение богатого не дает ему уснуть.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай пулнине кайран унӑн ыйхи мӗнле пулнинчен пӗлнӗ евӗр, ӑссӑр ҫынна сӑмахӗ нумай пулнӑран пӗлсе илетӗн.2. Ибо, как сновидения бывают при множестве забот, так голос глупого познается при множестве слов.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; 15. пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: 16. усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: 17. вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.