Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫак тӗслӗхре эпир тӗрӗсмарлӑх куратпӑр. Пациентсем кӑмӑлсӑр. Пирӗн ҫак ыйтӑва саккун кӑларакансене уҫӑмлатма сӗнмелле», — терӗ Алла Владимировна.

"На этом примере мы видим неправду. Пациенты не довольны. Нам надо предложить на рассмотрение этот вопрос", - сказала Алла Владимировна.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Мӗнлерех килсе тухать вӑл малашне, шкулсене хупни ялсене пӗтерме пуҫлани мар-ши, ял ҫыннине ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва малашне еплерех татса парӗҫ?

Как сложится ее будущее, закрытие школ не начало ли гибели деревень, как решат вопрос по поводу обеспечения работой деревенских жителей?

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тӗп врач сӑмахӗсенчен, пӗтӗмӗшле илсен ку ыйтӑва татса панӑ темелле, «ансӑр» специалистсем ҫеҫ ҫителӗксӗртерех паянхи кун.

Помоги переводом

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ку заводсем пӗр ыйтӑва кӑна татса памӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хушма ӗҫ вырӑнӗсем те.

Помоги переводом

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Контейнерсемпе мусоровозсем туяннипе кӑна ыйтӑва татса параймӑн, кулленхи каяша тирпейлеме тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ман шухӑшпа, ку ыйтӑва татса пама кӑткӑс мар, кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫакнашкал вырӑнсем йӗркелеме пулать, ку енӗпе ӗҫлекен специалистсем кирек мӗнле вырӑна та ишме юрӑхлӑ тума пултараҫҫӗ, йыхравламалла кӑна.

По-моему, этот вопрос можно решить, в каждом селе можно организовать такие места, специалисты, которые работают по этой части, любое место могут сделать пригодным для плаванья, нужно только пригласить.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ыйтӑва татса парасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчен нумай килет – ҫапла пӗлтерчӗҫ райадминистрацин социаллӑ программӑсен пайӗнчен.

Помоги переводом

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ку ыйтӑва райадминистрацире йӗркене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен комиссин ҫак эрнере иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Йӑваш алкогольлӗ тата энерги паракан напитоксене ҫул ҫитмен ҫамрӑксене сутассине чарса лартассипе пуҫарусем пулнӑ, хальлӗхе ку ыйтӑва вуҫӗпех татса паман-ха, ӑна вӗҫне-хӗрне ҫитерессипе ӗҫлемеллине палӑртрӗ вӑл.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Алена Аршинова вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва татса пама хутшӑнать пулин те унӑн тӳпи ку енӗпе кӑна мар.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Вӑл Патшалӑх Думинче вӗрентӳ комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ май асӑннӑ сферӑра чылай ыйтӑва татса пама пултарнӑ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫӗнӗ шкулсем хӑпартни ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшасса шанать вӑл.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ку ыйтӑва тӗплӗнрех Н.И. Ашмарин тӗпченӗрен малалла эпир унӑн ӗҫӗсене тишкерсе тухӑпӑр.

Виду того, что этот вопрос основательно исследовал Н. И. Ашмарин, далее будем рассматривать его работы.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Полици чӗнмесӗр, ку ыйтӑва мирлӗ майпа татса пама сӗнтӗм.

Предложил решить вопрос мирными способами без приглашения полиции.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ умӗнче пӗр ыйту — малаш пурнӑҫа мӗнле профессипе ҫыхӑнтармалла? Ҫак тата ытти тӗрлӗ ыйтӑва паян Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогикӑра 30 ҫул тӑрӑшакан, Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн директорӗ Станислав Порфирьевич ГРИГОРЬЕВ хуравлама килӗшрӗ.

Перед юношами и девушками один вопрос - с какой профессией связать будущую жизнь? Сегодня на этот и на другие вопросы согласился ответить почётный работник общего образования Российской Федерации, заслуженный работник образования ЧР, 30 лет проработавший в педагогике, директор чебоксарского профессионального колледжа имени Н.В.Никольского Станислав Порфирьевич ГРИГОРЬЕВ.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«Ял» кинокартинӑн тӗп шухӑшӗ — ҫӗршыври ҫивӗч ыйтӑва наци ҫӗрӗ ҫинче татса пани.

Главная идея фильма "Вихрь на Волге" - решение острых вопросов страны на национальной земле.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

- Карина, пурӑна киле эсӗ пысӑк сцена ӑсти, паллӑ юрӑҫ пуласса шанса пӗрремӗш ыйтӑва ачалӑхпа ҫыхӑнтарасшӑн.

- Карина, надеясь, что в будущем ты станешь мастером большой сцены, знаменитой певицей, свой первый вопрос хочу связать с детством.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ача сачӗн заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Людмила Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх — ку ыйтӑва тӗпчессипе йӗркеленӗ комисси лару-тӑрӑва тӗплӗ тишкерет.

Из сообщения исполняющей объязанности заведующего детским садом Людмилы Ивановой - комиссия, созданная для исследования данного вопроса, изучает ситуацию основательно.

Вар-хырӑм пӑсӑлнӑран... // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫарта пухнӑ опыт мана 70 ҫулта та нумай ыйтӑва татса пама, хастар пулма, ентешӗмсен тата Чӑваш Енӗн ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме пулӑшать.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Анатолий Иванович манӑн ыйтӑва хӑвӑрт ӑнланчӗ, эпир малашнехи тӗллевсене палӑртрӑмӑр.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней