Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йывӑр шӑршӑ, тикӗтпе ҫӗрӗк шӑрши, хутшӑнса пуҫа ҫавӑрчӗ.Тяжелый аромат дегтя сливался с душным запахом прелого листа и кружил голову.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫӳҫе икӗ пая уйӑракан ҫинҫе йӗр тураса якатнӑ ҫӳҫ хушшипе пӗчӗк юханшыв пек чупать; ҫӳҫрен темле ачашлӑх шӑрши, ача чухнехине аса илтерекен уйрӑм шӑршӑ кӗрет.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн симӗс тӗсӗ шупкаланса кайнӑ, шурӑхса кайнӑ ҫеҫкисем тусанланнӑ, вӗсенчен тусан шӑрши, пылакрах та типсе хӑрнӑ шӑршӑ ҫапать.Зелень его пожухла, блеклые венчики запылились и пахли пылью, сладостью, увяданием.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫурхи ҫӗр нӳрлӗ те тӗттӗм; сывлӑшра чухласа илмелле мар шӑршӑ — те йӗпенсе исленнӗ йывӑҫ, те ҫӗр шӑрши тӑрать.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан вӑл ӑна пӑрахса панӑ розӑна илчӗ — ун ҫурри шаннӑ ҫеҫкисенчен розӑсен ахаль шӑршинчен урӑхларах, тутлӑрах шӑршӑ кӗнӗ пек туйӑнчӗ.
XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чаплӑ сутӑҫӑ калама ҫук капӑр тумланса хӑй ҫине тутлӑ шӑршӑ сапса тултарнӑ, вӑл хускалмассерен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлса тӑрать.
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Часах пӑсӑк ҫӑмартапа ҫӗрӗк купӑста шӑрши тапса тухрӗ; вӗсем ҫакӑнтах купаланса выртаҫҫӗ, тейӗн; эпӗ кушак виллинчен мӗнле шӑршӑ кӗнине аван пӗлетӗп — ман умран утмӑл тӑватӑ кушак вилли йӑтса кӗчӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫамрӑк чухне вӑл йытӑсене ҫикеленӗ, анчах анчӑкран ҫав тери йывӑр шӑршӑ перет, сывлӑхӗ начартан вӑл халь ку шӑрша чӑтаймасть: кӑмӑлӗ пӑтранса ухнӑран вӑл пӑрӑнса кайрӗ…
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Халӗ ӗнтӗ, вӑйлӑ ҫил унӑн сӑмси патне темӗнле иккӗлентерекен шӑршӑ илсе килсен, вӑл чул пекех хытса, шӑршӑпа пӗрле ҫын килессе кӗтсе тӑчӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗр папкине илсе пӳрнепе йӑваласан, нумайччен тутлӑ шӑршӑ, хурӑн смали, тирек е ҫӗмӗрт шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.
Йывӑҫсем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 87–88 с.
Шӑрша сисетӗп, темле вӑйсӑр шӑршӑ пулсан та.И запах я всякий чувствовать могу, самый какой ни на есть слабый!
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Кресло ҫумӗнче, типӗтнӗ курӑксемпе витнӗ урайӗнче, тӗксӗм шӗвекпе тултарнӑ чашӑксем питӗ йывӑр шӑршӑ, мускус шӑрши, кӑларса лараҫҫӗ.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫавӑнпа та Ковалев коллежски асессор хырӑннӑ чухне ӑна: «Иван Яковлевич, санӑн аллунтан яланах шӑршӑ кӗрет! — тенине хирӗҫ: «Вӗсенчен мӗншӗн шӑршӑ кӗтӗр?» тесе ыйтупа ответленӗ.
I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Кашни кайӑкӑнах уйрӑм шӑршӑ пур, шӑшисем те пӗр-пӗрне, эпир ҫынсене сӑнран пӑхса палланӑ пекех, шӑршӑпа уйӑрса илеҫҫӗ.
Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Ильинична кантӑк уҫса хучӗ — чӗрӗ юнӑн йывӑр шӑршипе краҫҫын ҫуннӑ шӑршӑ ҫапса лартнӑ курницӑна ҫуллахи ирӗн чуна ҫӗклентерекен уҫӑ та сивӗ сывлӑшӗ юхса кӗчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел, курӑк, ӑшӑ минтер шӑрши тата темле вӗҫӗмсӗр тӑван шӑршӑ.Солнцем, травой, теплой подушкой и еще чем-то бесконечно родным.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Палламан ҫын патӗнче ним шӑршӑ та ҫук, столяр хваттерӗнче вара кирек хӑҫан та сывлӑш тӗтре пек тӑрать, кирек хӑҫан та ҫилӗм, лак, турпассен тутлӑ шӑрши кӗрет.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Шӑннӑ кӗпе-йӗмрен юхан шыв шӑршипе хир чечекӗнни пекрех тутлӑ шӑршӑ кӗрет.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсенчен тутлӑ шӑршӑ та кӗмен — вӑрман чечекӗсем пулнӑран ӗнтӗ — ун пеккисенчен ачаш курӑк шӑрши ҫеҫ кӗрет вӗт.Это были простые лесные цветы, почти без запаха, от них шел лишь тонкий и нежный аромат зелени.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл ботинкисене хывса пӑрахрӗ, кӑмака ҫумӗнчи хӑмаран тытса, вырӑн ҫине хӑпарчӗ, вара унта тин пӳртри ытти мӗн пур шӑршӑран мӗнле шӑршӑ ытларах кӗнине ӑнланса илчӗ — кӑмака ҫине тикӗс сийпе сарса хунӑ тырӑ типсе выртать.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.