Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ваниль шӑрши пек ун шӑрши.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн сӑпай кӑна, ача калпакӗ евӗр, шурӑ шӑнкӑравӗсем калама ҫук кӑмӑллӑ, ырӑ шӑрши савӑнтарать.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑмсана ҫӗрнӗ курӑкӑн йӗклентерекен чӗрӗ шӑрши ҫапать.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Вӗсен шӑрши ҫӑтса тӑранайми тутлӑ, сиплӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫи-пуҫӗнчен пӑнтӑхнӑ, пӑчӑхланнӑ аш шӑрши перет.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Кӑштахран, тӗтре пачах сирӗлсен, пуҫа таҫтан иртнинчен, пайтах юхнӑ шыв-шур енчен, ҫак ҫыннӑн чыссӑр, путсӗрле хӑтланӑвӗ, йӗкӗм шӑрши килтерсе, хӑсӑк сӗлеки пек туртӑнса-тӑсӑлса пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Уҫӑ, сипетлӗ сывлӑшӗ, курӑк-чечекӗн техӗмлӗ шӑрши кӑна мӗне тӑрать!

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен, ытларах шӑма кӗпҫи, чавка куҫ, шӑрттан, чапӑр, ула кайӑк, эмел, чей, чӑпӑл шӑрши чун уҫҫи, ҫӑтса тӑранайми тутлӑ, шеп.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чӑнах, нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, уҫланкӑра вут куҫӗ — пӗчӗк кӑвайт ҫути — мӗкӗлтете пуҫларӗ, ҫав енченех ҫунӑк шӑрши ҫапрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тем эсир хула каччисем пек туйӑнмастӑр, сиртен ял тата уй-хир шӑрши тапать, — евӗккӗн кулкаласа, куҫне ыт-тӗкелле выляткаласа, вӑлтса пӗлесшӗн пулчӗ вӑл хӑпса аяккалла таплаттарас тенӗ чух.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑмсине ҫунӑк шӑрши кӑтӑклакаларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таҫтан ҫӗр ҫӑвӗн йӳҫеклӗ ҫӗрӗк шӑрши перет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑчкӑ кӗрпи унталла та кунталла сирпӗнет, сӑмсана йывӑҫӑн йӳҫекрех ырӑ шӑрши кӑтӑклантарать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫӗ умӗнче ҫырӑ ҫӳҫлӗ, хура хӑмӑр куҫлӑ Ревлен Петрович сӑнӗ тӑчӗ, пӳлӗмре вӑл лартса хӑварнӑ роза чечекӗн ырӑ шӑрши хӗр чӗрине ҫӗклентере-ҫӗклентере илчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Таврана тутлӑ шӳрпе шӑрши сарӑлчӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫулӑн пӗр енче шӑркана ларнӑ парка ыраш ӑшӑ ҫил вӗрнипе варкӑш парса ларать, тепӗр енче ҫулса типӗтнӗ люцерна шӑрши сӑмсана ыррӑн кӑтӑклантарса татах та малалла чупма хавхалантарать.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хир енчен типнӗ утӑ шӑрши киле-киле ҫапӑнать.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

— Сирӗнтен паян анне шӑрши кӗрет.

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней