Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫенӗке те вӗри ҫӑкӑр шӑрши тухнӑ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тутлӑ ҫимӗҫ шӑрши сарӑлать, — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек йӳҫӗ шӑршӑ мар.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Сывлӑшра серте-пултӑран шӑршиллӗ тӗтӗмпе хутӑш чапӑр курӑк шӑрши те хӗретчӗ…
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Сӑмсана сулхӑнри вӗлтӗренпе чӗрӗ хӑмла шӑрши кӑтӑкларӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Сӑмсана, техӗмлӗн кӑтӑкласа, симӗс каптӑр тусанӗн шӑрши ҫапрӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Пӗверен хӑпаракан ӑшӑ пӑспа пӗрле шапа хупаххисенчен чӗр хӑяр шӑрши сарӑлчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫук, фиалка шӑрши марччӗ пуль шыранӑ кӗввӗн сӑлтавӗ, темскер урӑххиччӗ…»
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Фиалка шӑрши?..
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ывӑлӗсем, хӑй калашле, ҫын ачисем пекех пулнӑ пулсан, аплах туй хыҫҫӑн туй тӑвас ҫукчӗ-и Микка, пӗр тун мухмӑрӗнчен урӑлса ҫитнӗ-ҫитмен тепре салат авӑртма чупса, ял ҫине ӑсла шӑрши кӑларса, халӑха тӗлӗнтерес те ҫукчӗ-и, анчах ывӑлӗсем урӑхла ывӑлсем-ҫке унӑн: йӗкрешсем, тӑватӑ ывӑл — ик йӗкреш.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Пур енче те тырӑ хумханать, тырӑ шӑрши, тӑпра шӑрши, курӑк шӑрши юна чаплӑ эрех пек вылятать, тӑри тӑрлатать, ытти кайӑк юрлать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Сӑрламан йывӑҫ рамка ӑшӗнче — кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларас, сывлӑша пыл шӑрши сарас ҫурхи сад.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кӳ-ӳ! ҫӗкленчӗ йӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑкпа пӗрле краҫҫын шӑрши.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ӑҫта ҫитсе пусан, унта эрех шӑрши ҫапса юлать санран.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Камран эрех шӑрши кӗрет?
XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Илтетӗп, илтетӗп, — терӗ хӑй, каллех ӳсӗркелесе, — илтетӗп те, сисетӗп те — сӑмавар шавлать, чей шӑрши килет.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тӗлӗнмелле те: завод кӗрлет-шавлать, троллейбуссемпе машинӑсем вӗҫӗмсӗр иртеҫҫӗ, площадьре халӑх хӗвӗшет, юнашарах — утӑ капанӗсем, утӑ шӑрши…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Шӑрши яла та сарӑлать.
Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/
— Тӑван Ҫӗр вӑйӗ вӗсенче, саншӑн шӑрши те сиплӗ пулӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Чим-ха, хӑмаран ҫапса тунӑ лаҫран урамалла тӗтӗм шӑрши сӑрхӑнса тухмасть-и?
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.