Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑртлӑ улпут майри!
Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑлта вырӑнне лиана ҫумӗнче йӗп пурри вӗсене темиҫе хутчен те ку ҫӗршывра тӗтӗмлесе сутакан, пит тутлӑ вӗтӗ санджику пулла, чылаях тутлӑ хура узаксене, пысӑк пуҫлӑ, шӑлӗ вырӑнне хытӑ шӑртлӑ «монндессене», селедка йышши, юхакан шыва юратакан пӗчӗк «дагалсене» — вӗсем Темза ҫинче тытакан шывҫи пулла аса илтереҫҫӗ — тытма пулӑшрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Такмак сӑмахӗсем тата, Виталие юри тӗксе илнӗ евӗрех — шӑртлӑ.И слова частушек, будто нарочно задеть Виталия, были щетинистые.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак ҫынра Бенедикт пичче юнӗҫен паразитсене шӑртлӑ хӳреллӗ чӗрчунсенчен уйӑрас пултарулӑха курчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Якшин каллех хӑйӗн шӑртлӑ кӑвак сухалне аллипе кӑмӑллӑн сӑтӑрса илчӗ.— Якшин снова с удовлетворением погладил свой сизый, колючий подбородок.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ваҫҫук Степпан пиччӗшӗн шӑртлӑ пичӗ ҫумне хаваслӑн тӗршӗнчӗ.
56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сухалӗ унӑн шӑртлӑ та хураччӗ, вӑл, куҫхаршисене пӗркелентерсе, темӗнле хаяррӑн пӑхатчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Юрӗ, — терӗ Имет, — хаклӑ хӑнасем кайччӑр-ха, эс кайран пӗччен кӑна хам пата килӗн, карттус кӑна мар, шӑртлӑ пуҫна татса, чипер ҫӗлӗк туса тӑхӑнтартӑп…
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем чи авал пулнӑ малтанхи йышши питех те пысӑк ӳсекен йывӑҫ-курӑксем; ҫӗр фут ҫӳллӗш ликоподисем, темӗн пысӑкӑш сигиллярисем, ҫурҫӗр енчи чӑрӑш ҫӳллӗш папоротниксем, икӗ пая уйӑрлакан туналлӑ лепидодендронсем, вӗсен тӑррисем хытӑ шӑртлӑ та вӑрӑм ҫулҫӑллӑ иккен.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗтӗмпе ӑнӑҫлӑ та йӗркеллӗ пулса пыракан кунсем ҫитрӗҫ, Василий мӗн ӗмӗтленсе кӗтни малтан палӑрнинчен хӑвӑртрах пурнӑҫланнӑ, анчах вӑл хурланнӑ чухнехи пек тӗксӗммӗн ҫӳренӗ, унӑн хура шӑртлӑ уссиллӗ ҫӳлти тути ҫиленсе темскер каласшӑн пулнӑ, анчах вӑхӑтра чарӑннӑ пек, вӑхӑт-вӑхӑтпа туртӑна-туртӑна илнӗ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Высоцкий хавхаланса кайрӗ, йӑл-йӑл кулчӗ, сиввӗнрех пӑхрӗ, куҫхаршийӗсене пуҫ ҫинчи кӑвакарнӑ шӑртлӑ ҫӳҫ пайӑрки куҫкалама пуҫличчен вылятрӗ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсенчен пӗри, курпунтарахскер, пӗтӗм сӑн-пичӗпех шӑртлӑ сухалпа витӗнсе ларнӑскер, таткаланса пӗтнӗ Австри салтакӗн формине тӑхӑннӑскер, ун ҫине хаяррӑн пӑхать, офицер пирусӗн тӗтӗмӗ хӑйӗн куҫӗсене ҫинӗ пек, — вӗсене мӑч-мӑч хупать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кашни чӗрчун хӑйне евӗрлӗ: пӗрисем йӑваш, теприсем хаяр, пӑхӑнакан е кутӑн, ачаш е шӑртлӑ, тасалӑха юратаҫҫӗ е лупашкара йӑваланма килӗштереҫҫӗ, шавлӑ е лӑпкӑ…
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Вилӗ тискер кайӑкӑн тирӗ вӑрӑм та хытӑ шӑртлӑ.
Хӑрушлӑха ҫӗнтерни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
Вӑл ҫунаттисене выляткаласа тата майне тӑскаласа шӑртлӑ ҫурӑм ҫине ҫирӗппӗн тӑрсан, Федор Тимофеич сӳрӗккӗн те кахаллӑн, йӗрӗнсе темелле тата вӑл хӑйӗн искусствине кураймасӑр ӑна нимӗн вырӑнне те хуман пек туса, сысна ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса кайнӑ, унтан ирӗксӗр хур ҫине хӑпарнӑ та кайри урисем ҫине тӑнӑ.
IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
— Хам та шутлатӑп, хӗрӗм, — старик шӑртлӑ куҫ харшийӗсене шухӑшлӑн пӗрсе хучӗ.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Копылов хӑмӑр френч тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, хӗрлӗрех хӑмӑр шӑртлӑ сухал пусса илнӗ кӳпшек питҫӑмартисене аллисемпе тӗревлерӗ те, шухӑша кайса, сӳннӗ чикарккине чылайччен ҫӑварӗнче мӗкӗлтеттерсе ларчӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл сыснан шӑртлӑ ҫурӑмӗ ҫинче вырнаҫса ларсан, Федор Тимофеич йӗрӗнсе, хӑйӗн ӗҫне юратмасӑр, хӑй искусствине ним вырӑнне хумасӑр тунӑ пек, сысна ҫурӑмӗ ҫине сӳрӗккӗн, кахаллӑн хӑпарчӗ те, унтан вара хур ҫине хӑпарса, кайри урисемпе чӗвен тӑчӗ.
IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Шӑртлӑ ҫынсемсӗр те пурӑнма май килмест тата — сисместӗн те, утса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса каятӑн…Да и без колючих людей тоже жить нельзя — не заметишь, как сам заснешь на ходу…
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аксинья Прохортан ним вӑтанмасӑр Григорий патне ыткӑнчӗ, ӑна йывӑҫ тӑрӑх явӑнса ӳсекен вӑрман хӑмли пек мӑйран ыталаса илчӗ те, савнӑ тусне шӑртлӑ питӗнчен, сӑмсинчен, ҫамкинчен, тутинчен йӗре-йӗре чуптуса, уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатрӗ, пыр тӗпӗпе ӗсӗклесе калаҫрӗ:
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.