Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Муляж кӑна вӑл, — ахӑлтатса ячӗ Данилов, — вил ҫын шӑмми мар.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӳлӗме кӗрсенех, вӑл сӗтел ҫине пуҫ шӑмми кӑларса хучӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аслӑ князь Василий Иванович, ҫурӑм шӑмми сурнипе аптраса ӳкнӗскер, ӗнер хӑйӗн палатинче элчӗсене йышӑнмарӗ.
3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
— Шӑмми пулсан — ӳчӗ кӗре, теҫҫӗ чӑвашсем, — кула-кула тавӑрчӗ упӑшки, арӑмне ыталанӑ хушӑра.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Мӗн тӗрлӗ шӑмӑ ҫук-ши ҫын кӗлеткинче: пӑрҫа пек пӗчӗккинчен пуҫласа купарча е пӗҫӗ шӑмми пысӑкӑшши таранах.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑйне тепӗр майлӑ ҫавӑрса вырттарнине те, вӑрӑм йӗппе ҫурӑм шӑмми миминчен шӗвек юхтарса кӑларнине те туймарӗ Соня, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ кӑшт йынӑшса илчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, «шекелет» шӑмми кӑна юлнӑ, пурӑнать ҫапах ҫын, — кӑшт хӑйӗнчен хӑй кулса илчӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унччен те хыткан пулнӑскер, халӗ кантӑр шӑмми пекех пулса кайнӑ: ҫинҫешкескер, ҫитменнине, тата, пуҫне шакла касса янӑ, ал-урисем — хӑрӑк турат пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ыран ҫумӑр пулать пулӗ, Микула: тӗтӗм шӑрши туйӑнать, ҫурӑм шӑмми те паян иртенпех сӑрлатать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Элек сарасси вӑл — авӑн ҫапасси мар-ҫке: чӗлхен шӑмми ҫук — сӑмахӑн чӗлперӗ ҫук, — терӗ Тоскинеев.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Те ал-урисем мӑкӑлтанса хуҫланнӑ пирки, те ҫурӑм шӑмми кӗвенте пек кукӑрӑлнӑ пирки, Ваҫинкке карчӑкӗ хӑй те кукӑр пуҫлӑ чӗлӗм пекех.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унтанпа Элкей шӑмми — кив ҫӑвара выртать (палли ҫук — тахӑш тӗлте), ун ывӑлӗн, Кирле ятлӑскерӗн, тӑпри — ҫӗн ҫӑвара.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫыпҫӑнсах ларнӑ пӳрнисемпе алли-урине аран-аран хыпашласа тӗрӗслерӗ; шӑмми хуҫӑлманнине пӗлсен Гервак кӑштах чӗрӗлчӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Билль тӗлӗшпе: унӑн тӗреклӗ пичӗ чӗрӗк-чарӑк, янах шӑмми юнланнине шутламасан.Что касается Билля, то его здоровенное лицо только раскраснелось, если не считать ссадин на скуле.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн икӗ куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем ҫутӑ хӗрлӗ ҫӑм ҫинче йӗпе йӗр хӑварса пӗрин хыҫҫӑн тепри аялти янах шӑмми патне юхса анаҫҫӗ…
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Авӑк хул пуҫҫисем уҫӑ, пичӗ пекех тиркевсӗр шурӑ; шӑтӑкла кӗпи слон шӑмми тӗслӗрех, кӗлеткине сарлакан ывӑннӑ варкӑш евӗр хупланӑ, ҫак веер кӑпӑкӗнче ылтӑн пушмак тӑхӑннӑ пӗчӗк урасем чӳхенеҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Андерсонӑн, техника шкулӗн инспекторӗн, кайӑк куҫӗ евӗрлӗ ҫаврака куҫлӑхӗ, хӗрлемес пит шӑмми пуҫӗ ҫинчи кӑнтарчӑк кӗске ҫӳҫӗпе килӗшӳллӗ; вӑл яштак пӳ-силлӗ, ҫӳллех мар.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Сӑмах мӗн пирки пынине халӗ тинех ӑнланатӑп, — терӗ Гент, — Уиджиджин тата унпа кӳршӗллӗ хутлӑхсен — Урундӑн, Карагвахин, Угандӑн слон шӑмми арабсен аллинчен вӗҫерӗнет… енчен те — Мирамбо унчченхи тӳрӗ ҫулсене уҫмасан, ҫапла-и?
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах чи кирли — вӑл чура та, камеди те, слон шӑмми те туянмасть.Но, главное, он не покупает ни рабов, ни камеди, ни слоновой кости.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.