Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пырса перӗнет, кунта килсе тӗкӗнет, карти-хурине ҫӳп-ҫапран шӑлса тасатать, ту пуҫӗнчен шӑпӑрлӑх касса анать, пахчара чакаланать — колхоз ӗҫне ӑна пит чӗнсех кайман.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мавра ларчӗ, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫухални эрне ҫитнӗ кун Матӗрне крючниксене юлашки хут апат пӗҫерсе ҫитерчӗ те, сӗтелсене шӑлса пуҫ-тарсан, хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан килмен пулсан, ку темӗн пӳрте вут хыпса илӗччӗ те ним юлмиччен шӑлса тасатӗччӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пуп хурланнӑ пек кӑтартасшӑн куҫӗсене тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӳрленсе тӑрса ҫӗлӗкне хыврӗ те, ывӑннипе мар, ытла та хумханнӑран ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Питне-куҫне ҫурӗ, кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, вара хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса кӗлтурӗ те Науҫҫа урамне таврӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куҫне сӑхман ҫаннипе шӑлса илчӗ, анчах каллех тухмарӗ, урамра пуш витреллӗ хӗрарӑма та тӗл пуласран хӑрарӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑтран Ҫтаппан хӑйне хӑй алла илчӗ, куҫне шӑлса типӗтрӗ те Анук еннелле ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ те: — Пирӗн… ҫӑкӑр ҫук… — терӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир те ак халӗ хамӑрӑн пурнӑҫ саманчӗсене тусан пӗрчи пек унталла-кунталла шӑлса илсе чӗртсе тӑратма пултаратпӑр.

Помоги переводом

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Исай Ваньккинне вара мӗнпур тыррине кӗлетрен шӑпӑрпа шӑлса тухсах илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Татьяна, Алексей Прокопьевич куҫлӑхне хывса ӑна шурӑ ҫемҫе татӑкпа шӑлса тасатнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, хӑй шкулта пӗр кун та ӗҫлеменнине пӗлтерчӗ:

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӑштахран каччӑ хӑй парӑннине пӗлтерсе, хӗре алӑ тытса мухтарӗ, кӗсьерен сӑмса тутри кӑларса тарланӑ пит-куҫне шӑлса тулалла тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл аллине чӗрҫиттипе шӑлса илчӗ, ачана ачашшӑн тытса ҫӗклерӗ, питҫӑмартинчен чуптурӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Римма пичӗ ҫинчи куҫҫуле ҫемҫен шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней