Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи вӑштӑр ҫил унӑн ҫӳҫне куҫа курӑнман алшӑллипе шӑлса типӗтнӗ те халӗ куҫа курӑнман турипе тураса якатать, хаваслӑ ватта правление уява кайма хатӗрленме халех пулӑшать.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Кунӗпе анаслани харама каймарӗ такки, — текелет Услантӑр мучи, сухалне шӑлса типӗтме пӑхнӑ май.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Шӑнкӑрч! — унччен йӗнипе шывланнӑ куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлса, ача патне чупса пырать вӑл.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ух, — кӑмака ҫумӗпе иртнӗ чух Услантӑр мучи ҫӑпата калӑпӗнчен кӑшт кӑна патвартарах мӑнукӗсене пуҫран шӑлса иртет, — сирӗн ытла чӗрӗ те йӑлтӑр-йӑлтӑр куҫӑрсене курсан, чунпа юнра тем вӗриленсе каять.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Пӗтӗмпех тӗрӗс, — терӗ Алексей, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иван Кузьмич сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗке (тен, савӑннипе, пӑлханнипе тухнӑ куҫҫуль тумламне пуль?) шӑлса илчӗ те хӗрсене алӑ парса саламларӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗнле кӑра ҫил вӗсене шӑлса кайнӑ?

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫимун кӑмакине хупрӗ, апатланса, сӗтел ҫине шӑлса ҫеҫ тасатрӗ, ҫак вӑхӑтра алӑк умӗнче ура сасси пулчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрать-ха, урайне шӑпӑрпа шӑлса тасатнӑччӗ паян.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савӑннипе куҫҫульне шӑлса, юнашар тӑракан Хумккана чавсипе кӑлт тӗксе илчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пасарнӑ вӑрман хӗрринче пусӑрӑнса ҫитмен юра сивӗ ҫурҫӗр ҫилӗ шӑлса юхтарать.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ку ылтӑн — халӑх ылтӑнӗ, — терӗ лӑпкӑн Хура Ҫимун, ҫамкине шӑлса.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Якку пичче питне тутӑрпа шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ху нимӗҫсем патӗнче тарҫӑра тӑнине пӗлес-тӑвас пулсан, пуҫран шӑлса каҫармӗҫ, старик.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтӳ хӑваланӑ хыҫҫӑнах Кулюкка мунча урайне шӑпӑрпа шӑлса тухнӑччӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурҫӗр енчен вӗрекен сивӗ ҫил ҫыран хӗрринчи ҫулҫӑсене ҫырманалла шӑлса юхтарать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрӑ илнӗ тесен, вӑл пӗтӗмпех шӑлса илсе тухса кайӗччӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫыннӑнне вӑрласа пуймастӑп вӗт, йӑлтах хам вӑйпа тунӑ, хам алӑпа шӑлса пухнӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр тӑварнӑ урапа патне пычӗ, урапа ҫинчи йывӑҫ турачӗсене, тип ҫулҫӑсене шӑлса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ сана ӗмӗрне манас ҫук, Хӗветӗр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, шӑпӑртатакан куҫҫульне шӑлса.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней