Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑварса (тĕпĕ: шӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пантелей Прокофьевич кил хушшинче утсене шӑварса аппаланчӗ; пилӗкӗнчи хӗрлӗ пиҫиххипе пуҫӗнчи хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗлӗкне пула хӑй те хӑмач пек курӑнаканскер, вӑл ҫуна йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн лӑкӑштатса ҫӳрет.

Во дворе Пантелей Прокофьевич распрягал лошадей, хромал вокруг саней, алея красным кушаком и верхом треуха.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах: ҫултан инҫетре те мар, ҫынсем пӗр-пӗрне ним маршӑн тарӑхса, тӗрмешме тытӑннӑ; вӗсем витӗрех ҫумӑрпа исленнӗ, йӑл илсе пӗтӗленнӗ шыҫмак ҫӗре хӑйсен юнӗпе шӑварса пӗветме хатӗрленеҫҫӗ.

А неподалеку от дороги в бестолковой злобе топтались люди, готовились кровью своей травить сытую от дождей, обсемененную, тучную землю.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька Коршунов лашине шӑварса килме ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ.

Митька Коршунов только что привел с водопоя коня.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫхине, йӑрансене шӑварса пӗтерсен, ун патне пахча ҫимӗҫ бригадинчи хӗрсем пырса ҫитнӗ.

Под вечер, закончив поливку гряд, к нему завернули девушки из огородной бригады.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Титокӑн ырханкка та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ арӑмӗ пӗчӗк лахханран пӑрушне шӑварса тӑрать.

Жена Титка, худая, высокая баба, поила из лоханки телка.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй ӗмӗрӗнче йывӑҫ-тӗм лартнӑ, шӑварса пӑхса тӑнӑ, унӑн ҫимӗҫӗпе е илемӗпе киленме пӗлекен ҫын ун пек тумаҫҫех ӗнтӗ.

Человек, который за свою жизнь посадил дерево и кустарники, поливал и ухаживал, который умеет наслаждаться плодами или красотой, такое бы не сделал.

Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Атӑл шывӗпе те пусӑсене шӑварса усӑ курма палӑртнӑччӗ!

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Мӗншӗн тесен вӗсене сутма хатӗрлесе вӑйлӑ чечеклентерекен ятарлӑ им-ҫампа шӑварса тӑнӑ.

Помоги переводом

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ҫулла хунавсене, ҫӗр ҫырлине шӑварса тӑнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Кун пек чухне ҫамрӑк хунава кулленех виҫеллӗ шӑварса тӑмалла.

Помоги переводом

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Вӗсене вӑхӑтра шӑварса, апатлантарса, хурт-кӑпшанкӑран им-ҫамласа тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпах ӳсен-тӑран парка та ешӗл.

Их во время поливают, удобряют, обрабатывают от вредителей, поэтому растения густые и сочные.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

6. Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ.

6. Я насадил, Аполлос поливал, но возрастил Бог.

1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

61. Вӑл ҫӗре шӑварса тӑмашкӑн пушхирсене ҫӑлсем, ту тӑррисене юханшывсем юхса анмалла кӳлӗсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.

61. Он поместил в пустыне источники вод и озера на вершинах гор, для низведения рек с высоких скал, чтобы напоять землю.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Сӑлан пӑхакансен пуҫлӑхӗ вара, ҫав тискер кайӑксене латӑнпа хутӑштарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ эрехпе шӑварса урса каяс патнех ҫитернӗскер, вӗсем ҫумне хӑрушӑ вӑрҫӑ сӑпрайӗ ҫыха-ҫыха лартнӑ, вара ир-ирех — халӑх та ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе, хуларан тухса, лашасене ӑмӑртса чуптармалли вырӑна васканӑ чухне — кермене пынӑ та патшана ӗнтӗ тумалли ӗҫ ҫинчен аса илтернӗ.

30. А начальствующий над слонами, приведя зверей, можно сказать, в бешеное состояние благоуханным питьем вина, приправленного ладаном, вооружил их страшными орудиями, и рано утром, когда уже бесчисленные толпы стремились из города на конское ристалище, пришел он во дворец и напомнил царю о том, что предлежало исполнить.

3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ермон, ахаль те чарма ҫук сӑлансене эрехпе латӑн панӑ хыҫҫӑн тулӑххӑн шӑварса, ирхине ҫакӑн ҫинчен патшана пӗлтерме кермене кӗнӗ.

Ермон, напоив неукротимых слонов, после обильной дачи им вина и ладана, утром явился во дворец донести о сем царю.

3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.

18. И будет в тот день: горы будут капать вином и холмы потекут молоком, и все русла Иудейские наполнятся водою, а из дома Господня выйдет источник, и будет напоять долину Ситтим.

Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.

10. Как дождь и снег нисходит с неба и туда не возвращается, но напояет землю и делает ее способною рождать и произращать, чтобы она давала семя тому, кто сеет, и хлеб тому, кто ест, -

Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл кедр касать, вӑрманти йывӑҫсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврӑҫ лартать, каврӑҫне вара ҫумӑр шӑварса ӳстерет.

14. Он рубит себе кедры, берет сосну и дуб, которые выберет между деревьями в лесу, садит ясень, а дождь возращает его.

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юханшыв юхса пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ.

10. Из Едема выходила река для орошения рая; и потом разделялась на четыре реки.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пултарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн, 5. ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсентӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман, 6. анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ.

4. Вот происхождение неба и земли, при сотворении их, в то время, когда Господь Бог создал землю и небо, 5. и всякий полевой кустарник, которого еще не было на земле, и всякую полевую траву, которая еще не росла, ибо Господь Бог не посылал дождя на землю, и не было человека для возделывания земли, 6. но пар поднимался с земли и орошал все лице земли.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней