Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таркӑнсем Двина урлӑ ишсе каҫнӑ кимме портра ӗҫлекен рабочисем шывалла тӗртсе ячӗҫ те, вӑл анаталла юхса кайрӗ; контрразведка ӑна шыраса та чылай вӑхӑт ирттерчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл лекнӗ пилеш кайӑкӗсем хыҫӗнчен вӗре-вӗре, уласа чупса ҫӳрерӗ, путӑксем, тӗмесем, кӑкланӑ тункатасем урлӑ сиккелерӗ, чупса пырса шывалла сирпӗнсе кӗрсе шыв лаккарӗ, кайран силленчӗ, йынӑшрӗ, — унтан хӗрлӗ чӗлхине тем вӑрӑмӑш кӑларса, каллех малалла ыткӑнчӗ.
XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пурте вӗсем малалла ӳпӗннӗ, кӗҫ-вӗҫ шывалла чикеленсе анассӑн туйӑнать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑшт ҫапӑҫкаласан, король майсӑр пусрӗ те шывалла шампӑрт кайса ӳкрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр хушӑ канса илчӗҫ, хӑйсем ҫак юханшыв ҫинче тахҫан мӗнле пӑтӑрмахсем тӳснине пӗр-пӗрне каласа пачӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хамӑр чӗлӗм чӗртетпӗр те, урасене шывалла усса, сӑмах ваклама тытӑнатпӑр.Потом закурим трубки, спустим ноги в воду и разговариваем обо всем на свете.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унӑн кӗлетки хуллен окоп тӗпнелле, шывалла шуса анчӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хӑш-пӗр чухне унӑн мачта тӑррисем темӗн ҫӳллӗш ҫыранта шывалла усӑнса аннӑ бук йывӑҫҫин турачӗсен айӗпе сӗртӗнсе иртет; час-часах яхтӑн винчӗсем пысӑк шыв вӑррисен лӑпкӑ шывӗсене пӑтратса илеҫҫӗ те, мӗнпур кӑвакалсемпе кайӑк хурӗсем, хир чӑххисемпе кайӑк кӑвакалӗсем тата ҫак вырӑнсенчи ытти ӗрчевлӗ чӗрчунсем ыйӑхран вӑранса кӗшӗлтетсе юлаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Тата астӑватӑн-и — вӑл шывран тухрӗ ҫеҫ, вӗрен туртӑнчӗ те — вӑл каллех шывалла вӑркӑнчӗ?— А помнишь, как только он вылез, веревка дернула — и он опять в воду?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ара, эсӗ Чарли Чаплин шывалла ыткӑннине астӑватӑн-и?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Питӗ лайӑх астӑватӑп: шӑп Чарли Чаплин шывалла ыткӑнса анатчӗ, пурте ҫуйӑхаҫҫӗ, ахӑлтатаҫҫӗ, эпӗ сире мороженӑй тыттаратӑп.Очень хорошо помню: как раз Чарли Чаплин летит в воду, все орут, гогочут, а я сую вам мороженое.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ шывалла пӑхрӑм: кимӗ тавра хура хумсем ҫаврӑнаҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑш-пӗрисем шывалла анса чӑмнӑ май карапа хӑваласа пӑхрӗҫ.
Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Анчах Дон урлӑ каҫса ҫитес чух малти тупӑ, ҫыран хӗрринчи шыв ҫисе ҫӳхетнӗ пӑра ватса, хӑрах кустӑрмипе шывалла путса анчӗ.Но на выезде переднее орудие, сломав подмытый у берега ледок, обрушилось одним колесом.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хутор картисем патӗнчех ейӳ варрине юлнӑ хӑва ҫамрӑк хунавсене шывалла кантарнӑ.У самых дворов хутора клонились к воде побеги окруженного разливом краснотала.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем урсах кайрӗҫ тейӗн — кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Дон!.. Пирӗн Дон! Лӑпкӑ Дон! Аттемӗр, савӑнӑҫӑмӑр! Ур-р-ра-а-а-а-а!» — унтан хайхи кантӑк витӗр, кӗперӗн тимӗр карлӑкӗ урлӑ тӳрех шывалла, карттусӗсене, кивӗ шинелӗсене, минтер пичӗсене, кӗпи-йӗмӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑрӗсене ывӑтма пуҫлаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пакур шывалла шаплатнӑ, шыв ҫӳлелле сирпӗннӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Дроздиха тӑвара ура айӗнчи нӳрӗ хӑйӑр ҫине тӑкрӗ, шывалла сапрӗ, юлашкине — Аксинья хӗвне ячӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫавӑрттарса яр ӑна шывалла.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗр-пӗринпе кӗрешекен хумсем хушшинче шывалла тухса тӑракан ҫыранти ҫунса хуралнӑ йывӑҫ тункатисемпе чулсем тискеррӗн курӑнаҫҫӗ.Дико чернеют промеж ратующими волнами обгорелые пни и камни на выдавшемся берегу.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӗлӗрсе ларакан ула кураксемпе тулнӑ хура вӑрмансем те, ишӗлкелесе пӗтнӗ тусем те, Днепра хӑйсен вӑрӑм мӗлкипе те пулин хуплас тесе, шывалла туртӑнаҫҫӗ, — кӑлӑхах!
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.