Поиск
Шырав ĕçĕ:
Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Арҫын ачан ҫак ҫивӗчлӗхӗ, куҫ кӗрет ҫак пӑсӑклӑх вӑл пурнӑҫӗн саккӑрмӗш ҫулне пуссан палӑрма пуҫларӗ; шӑпах ҫак вӑхӑтра Грэйра тӗлӗнтермӗш шухӑшсемпе пурӑнакан, кӑсӑк ӗҫ-пуҫ шыраса ҫӳрекен, асамлӑ ӗҫсем тӑвакан рыцарь сӑнарӗ калӑпланма тытӑнчӗ, урӑхла каласан, пурнӑҫри тӗрлӗ енлӗ шутсӑр нумай рольтен вӑл чи хӑрушшине, чуна хумхантараканнине — пулассине пӗлсе-курса тӑракан ҫын рольне — суйласа илчӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
«Мӗнле пурӑнӗҫ-ши вӗсем мансӑр?» — ҫак шухӑшсемпе Нина аллисемпе ишнӗ пек туса шыва чӑмрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫак шухӑшсемпе таврӑнчӗ Лида хулана.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Хӑйне хӑй питӗ чее ҫын тесе шутланӑ Сергей Константиновичӑн, ҫак юлташсем пек пухӑннӑ хӑнара, ҫар специалисчӗсем мӗнле шухӑшсемпе пурӑннине хыпашлакаласа пӗлесси килнӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Йывӑр шухӑшсемпе политикӑлла кӑткӑс расчетсем пуҫа ҫӗнӗрен каялла таврӑннине вӑл ҫемҫен хирӗҫ тӑчӗ, унӑн канса илмеллеччӗ вӗсенчен — пултарнӑ таран канчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тепӗр самант иртет-и те, каллех юлашки кунсенчи канӑҫсӑр шухӑшсемпе хумханусем (Надежда Константиновнӑшӑн, аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн, партири юлташӗсемшӗн уҫӑмсӑррӑн пӑлханни, вӗсене, хӑй партийӗн ҫыннисене — хавас кӑмӑллисемпе аскетлӑраххисене, хӗрӳллисемпе сивлекрех чунлисене, пӗрлехи ӗҫе юлашки сывлӑш тухиччен парӑннисене — виҫеллӗн, анчах пурпӗрех ҫав тери ачашшӑн юратни) юн ҫаврӑнӑшӗпе чӗрене пырса ҫапӗҫ; каллех акӑ, халех, хӑйӗн асӗнче тепӗр хут мӗлтлетсе иртме пуҫлакан сӑн-питсен — рабочисен, матроссен, салтаксен пурнӑҫӗпе чунӗшӗн ответлӑ пулнине туйни ӑна бритвӑпа каснӑ пек ҫивӗччӗн амантса кайӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ пӗр ӳстермесӗрех ҫапла калатӑп: хам хуҫа ӑслӑ калаҫӑвӗнчен тата вӑл хӑйӗн тусӗсемпе калаҫнинчен эпӗ усӑллӑ шухӑшсемпе ӗҫсем ҫинчен пӗлтӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Император ку путса вилчӗ пулӗ, тӑшман флочӗ усал шухӑшсемпе ҫывхарать пулӗ, тесе шутланӑ.Император решил, что я утонул, а неприятельский флот приближается с враждебными намерениями.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Христос тӗнӗ пӗтӗм ирӗклӗ шухӑшсемпе кӗрешнӗ, христианла епископсемпе пупсем ӑслӑлӑх вӗрентӗвне хирӗҫ тӑнӑ; вӗсем ученӑйсене хӑйсене кӑна мар, вӗсен кӗнекисене те хӑрушӑ тӑшмансем вырӑнне хунӑ.
Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫак шухӑшсемпе вӑл ҫывӑрса кайнӑ, анчах ҫавӑнтах вӑраннӑ.С этими мыслями он засыпал, но, заснув, сразу же просыпался.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ленька ыраш хушшинче ырӑ мар шухӑшсемпе аппаланса выртать.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Люба, ҫакӑн пек шухӑшсемпе чӑлханса ларса, ӑнсӑртран пӳрнисене чике-чике шӑтарнӑ, йӗпписене хуҫнӑ, анчах пӗр сӑмах та уҫса каламан, вӑл лайӑх пӗлнӗ: темӗн чул калаҫсан та, ашшӗн чӗри ӑна пурпӗрех илтес ҫук.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак шухӑшсемпе эпӗ Йӑкӑнат патне пырса тӑтӑм та.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Пӗчӗк чӗрем, ҫын хурлантарассисемпе пит нумай паллашнӑскер, пурӑнӑҫӑн усал тӳремлӗхӗпе вараланса кайнӑскер, уҫҫӑн палӑрман вӗри шухӑшсемпе ҫӑвӑнатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Хаклӑ юлташсем, — тет вӑл, — эсир кун пек пӗлтернинчен, сирӗн шухӑшсемпе ӗҫсенчен тӗлӗнетӗп эпӗ; ун пирки эпӗ аяларах калӑп.«Дорогие товарищи, я поражен вашими сообщениями и вашими действиями, о чем буду говорить ниже.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл тӳлек шухӑшсемпе йӑпанса, пысӑк куҫӗпе ҫав тери тинкерӳллӗ пӑхнӑран, кӗлеткине ҫав тери ирӗклӗн тытнӑран, пӗвӗпе ҫӳлӗ мар пулин те, кӗрнеклӗ курӑннӑран, мана ун ҫинчен каланӑн туйӑнакан асаилӳ килсе тухни каллех шалтах тӗлӗнтерчӗ те, эпӗ хамран хам татах: «Пуҫланмасть-ши?» тесе ыйтрӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек шухӑшсемпе эпӗ пилӗк минута яхӑн ирттертӗм, ҫав вӑхӑтра Дубкова темшӗн ытларах та ытларах курайми пултӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак лӑпкӑ кӗтесре пӗччен тӑрса юлсанах манӑн унчченхи шухӑшсемпе асаилӳсем пуҫран сасартӑк тухса кайрӗҫ, эпӗ калама ҫук ырӑ шухӑша кайрӑм.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксемпе тата ҫакӑн евӗрлӗ сапаланчӑк шухӑшсемпе эпӗ диванлӑ пӳлӗме таврӑнтӑм, унта пурте пухӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ, манах ҫылӑх каҫартарасси умӗн кӗлтума хатӗрленет.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.