Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ шухӑшра унӑн ашшӗ ятне тӳрлететтӗм те хам ӑшра Анна Аркадьевна тесе чӗнеттӗм, пӗррехинче эпӗ ӑна сасӑпах ҫапла чӗнтӗм, клас ахӑлтатма тытӑнчӗ.
Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Акӑ вӑл тахҫантанпа шухӑшра пулнӑ, халӗ пурӑнӑҫа кӗнӗ ӗмӗт!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Куҫа кӑна хупатӑп — шухӑшра Михеич…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑй гестапо аллине тытса панисене кайран мӗн тума пултарни ҫинчен унӑн шухӑшра та пулман.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫак шиклӗх унӑн чӗрине пӑшӑрхантарать, анчах хӑйне аяккинелле тӗртсе ярасси ҫинчен шухӑшра та пулман.Эта тревога волновала душу, но о том, что его могут оттолкнуть, даже и мысли не было.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аксинья пӗр самантлӑха та ун шухӑшӗнчен тухма пӗлмест; куҫне хӗсерех пӑхса, Григорий ӑна шухӑшра чуптуса та илет, хӑй ӑшӗнче чӗлхи ҫине таҫтан ҫаврӑнса килнӗ хӗрӳллӗ те ачаш сӑмахсене калать, унтан, вӑл шухӑшсене пуҫӗнчен кӑларса пӑрахса, каллех шут виҫипе утать — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ…
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл шухӑшра Ирина ҫумӗнче пулнӑ ӗнтӗ; Ирина унччен дежурствӑран таврӑннӑ чухнехи пек киле пӗччен килес ҫуккине ӗненмерӗ вӑл.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапла тунипе вӑл, делегатсене пӗр вӑхӑтлӑха шухӑшра та пулин залран тухма, вара кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсенче, кӗтӳсенче, ҫӗрмамӑкӗ акнӑ вырӑнсенче, уй-хир станӗсенче пулса курма чӗннӗ пек туйӑнчӗ; паллӑ ҫынсен хушамачӗсене — хӑй умӗнче лараканнисене те, кунта ҫук пулсан та вӗсем ҫак ҫулсенче ӗҫлеме тивнисенне те кала-кала пачӗ; мӗн туни тата малашне мӗн-мӗн тумалли ҫинчен те тӗплӗн каларӗ…
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сергей Тимофеевич, — чӗре патнех пыракан сӑмахсемпе пуҫларӗ Рубцов-Емницкий, куҫӗсем хӑйӗн йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, — эпӗ кӗскен калатӑп: сан шухӑшра мӗнле, ман шутпа та ҫаплах…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Буланӑя чуптарсах сӑрт ҫине улӑхсан, Евсей шухӑшра та пулин Артамашовпа пӗрле пуласшӑнччӗ, анчах кунта вӑл тӗлӗнмелле япала курни ӑна ҫийӗнчех хӑйӗн Усть-Невинскри тусне мантарчӗ, чӗлпӗре туртса, ывӑннӑ лашана чарма хистерӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Пӗтнӗ ҫын, хӑямат, — шухӑшра вӑрҫрӗ вӑл Хохлакова, — выртать унта, мана ҫеҫенхир тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳремеччӗ…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсӗ Хворостянкина ятлани те аван, — Татьяна йӑл кулса илчӗ, — анчах ӑна шухӑшра мар, тӳрех сӑмахсемпе тата куҫ умӗнче ятласан, критиклесен авантарах пулмалла.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чи кирли вӑл акӑ мӗнре пулнӑ: шухӑшра вӗсем тахҫанах тӗл пулса, шӑпах ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене тахҫанах ҫак пӗр-пӗтӗмӗшлӗ интерессем ҫывӑхлатнӑ, ҫав интерессем вара, пӗр тӑванлӑ пулса, хӑйсен тымарӗсене пирӗн ҫамрӑк историн тарӑнлӑхнех янӑ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Аскӑнлӑх ӳт-пӳ енӗпе каланӑ шухӑшра мар вӗт, — ӳт-пӳ енӗпе пулакан нимӗнле илемсӗрлӗх-йӗркесӗрлӗх те аскӑнлӑх мар, аскӑнлӑх, чӑн-чӑн аскӑнлӑх вӑл шӑпах ӗнтӗ хӗрарӑм ӳт-пӗвӗпе ҫывӑхланнӑ чухне эсӗ хӗрарӑмпа хӑвӑн хушшинти йӗрке-тирпей ҫинчен юриех шутлама пӑрахнӑ пулса тӑрать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ирина тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ ӗнтӗ, балконӑн уҫӑлнӑ алӑкӗнчен урамри хунарсен тӗксӗм ҫути тӗтре карса илнӗ уйӑх ҫути пек кӗрет, Сергей шухӑшра колхоз ӗҫӗсен Советне халь анчах пынӑ та хӑйсен районӗнчи вӑрмансем лартса ӳстермелли, пӗвесем пӗвелемелли, станицӑсене юсаса лайӑхлатмалли план ҫинчен каласа пама пуҫланӑ…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗччен чухне Григорий кашнинчех тенӗ пек шухӑшра Татьянӑпа пӗрле пулнӑ, Татьяна сӑнарӗ ун умне темшӗн яланхи пек мар илемлӗн тухса тӑнӑ, ярӑм-ярӑм кӑн-кӑвак йӗрлӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскер, сарӑ куҫхаршиллӗскер, вӑл ҫавӑн пек самантсенче ӑна темле сывлӑшри хитре кайӑк пек туйӑннӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара ӑна каллех Соня ҫавӑрса илчӗ те шухӑшра вӑл каллех тӗттӗм вагонта пулнӑ, тулта ҫумӑр шавланине илтнӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Анчах ку пачах та ҫапла териех мӑшкӑллӑ мар-и, тен? — вӑтанчӑкла чылай-чылай ҫын йӑлипелен, шухӑшра йӑпатма хӑтланчӗ вӑл хӑйне.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Нихӑҫан та ҫынна, шухӑшра кӑна пулсан та, усалпа явӑҫтармалла мар, лапӑрчӑк ҫумне хутӑштарма вара — пушшех те.Никогда не надо делать человека, даже в мыслях, участником зла, а тем более грязи.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗрӗс, вӑл пирӗн шухӑшра чӗп-чӗрӗ ҫын пек курӑнса тӑрать.Верно, он в нашем размышлениях видится как самый что ни есть живой человек.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.