Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑш сăмах пирĕн базăра пур.
шухӑш (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗн шухӑшласа пуҫ вататӑп-ха эпӗ ҫавӑншӑн? — тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Ҫав кулакпа мӗн калаҫмалли пур? Районта хӑратса ячӗҫ пуль-ха, ҫавӑнпа капкӑнне те илмерӗ, кашкӑр шухӑшӗ мар пуль-ха ун. Перес те пӑрахас», — текелесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳртелле кӗчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫуралать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑшра: «Ку фуфайкӑллисем ырӑ шухӑшпа килменни ҫинчен калас-и е калас мар-и?» — текен иккӗленӳллӗ шухӑш ҫаврӑнса ҫӳрет.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

//кунта автора шухӑша янӑ шухӑш пирки сӑмах пулӗ, ҫавна май вуламасӑр та пултаратӑр…

Помоги переводом

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

«Мӗншӗн капла сасартӑках шӑп пулса тӑчӗ?» — тесе тӗлӗненҫи пулчӗ-ха ун пуҫӗнчи тахӑш кӗтесӗ шухӑшпа шухӑш хушшинче.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Вӑл каласа ҫитереймен шухӑш, ҫапла, ман шухӑш пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ун пек чухне, каламасӑрах паллӑ, пуҫа темле шухӑш та пырса кӗме пултарать, ҫав шутра — ялтан тарас шухӑш та.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Вара ҫак шухӑш патнех ҫитрӗм, Кузьма Иванович шухӑшӗ патне.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Килетех ӗнтӗ, шухӑш ҫук ҫӗртен шухӑш тупса пачӗҫ корреспондента», — тесе Лашманова та, ыттисене те усал сӑмахсемпех вӑрҫатчӗ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун пирки, «йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса пурӑнни» пирки, Улюк хӑех каҫӑн-ирӗн шухӑшлатчӗ пуль-ха, чӗрене пӗҫертекен вутлӑ шухӑшчӗ пуль-ха ку шухӑш.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫра шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫӑмхаланнӑ чух ӑҫтан канлӗн ҫывӑрса кайӑн?

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман шухӑш вара — чӑннипех хамӑн шухӑш.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Нарспи — ҫутӑ сӑнар е вӑл ял халӑхне пусмӑрлакан ҫӗрме пуяна вӗлернӗ тенисем, тӳррипе каласан, сан шухӑшу мар, вӑл тӗрлӗрен критиксен, литература деятелӗсен статйисене вуласа, пухусемпе канашлусенче тухса каланисене итлесе ҫирӗпленнӗ шухӑш.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑш килет, шухӑш каять, Пуҫӑм тавра ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Апла пулсан, юлташ шухӑшӗ манӑн шухӑш та пуль?..

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Эпӗ ку шухӑш тӗрӗссине пӗлетӗп, анчах хам ҫав шухӑшсене пурнӑҫпа ҫирӗплетсе пама пултаракан ҫын пулма пултарайӑп-ши?»

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Манӑн пурнӑҫ шухӑш катӑркалӑх енӗпе, шухӑш кӑткӑслӑхӗпе ҫеҫ пуян та йывӑр пулнӑ, халь акӑ вӑл тулаш енчен те пӗр фактпа пуянланчӗ: эпӗ айӑпланаканнисен шутне кӗтӗм…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тӗрӗссипе илсен, произведенин содержанийӗ вӑл — ҫаппа-ҫарамас шухӑш мар, ҫаппа-ҫарамас идеологи мар, вӑл эстетикӑлла пафоспа, чун хавалӗпе, чӗре туйӑмӗпе витӗр витнӗ шухӑшсен, ӑнланусен «ҫыххи».

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней