Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутран (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хам шутран ҫырас-и? — ыйтӑва уҫӑмлатма шутларӗ Мӗтри.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Кӑҫал ҫур аки вӑхӑтӗнче вырӑнти ҫӗр ӗҫченӗсен 16 пин те 600 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса хӑвармалла, вӑл шутран тулӑ — 7540 гектар, урпа — 7800 гектар, сӗлӗ 430 гектар, пӑрҫа йышши культурӑсем 110 гектар йышӑнӗҫ.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Вӑл шутран севок сухан тата купӑста вуншар гектар йышӑнӗҫ.

Помоги переводом

Шпаковсем купӑста лартма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... 85%d0%bda/

Ҫав шутран ытти профилактика субъекчӗсемпе пӗрле социаллӑ патронаж йӗркипе ӑнӑҫсӑр 24 ҫемьене (вӗсенче ҫул ҫитмен 58 ача ҫитӗнет) ҫитсе унти лару-тӑрупа паллашнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Пысӑк коллективра пурӗ 87 ҫын килӗштерсе ӗҫлет, вӑл шутран ҫитмӗлӗшӗ — пӗччен пурӑнакан ватӑсене килӗнче пӑхакансем.

Помоги переводом

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ҫав шутран ял тӑрӑхӗн бюджетӗнчен 84439, республика бюджетӗнчен — 168879 тенкӗ уйӑрнӑ, халӑхран 28147 тенкӗ пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Пурӗ 598 хуҫалӑх, ҫав шутран 430-ӗшӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Тӗрлӗ канал урлӑ 997 ыйту ҫитнӗ, ҫав шутран 116-шӗ – колл-центра килнӗ шӑнкӑрав.

Помоги переводом

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

«Пирӗн 20 процент техника халь пӗтӗм шутран 20 проценчӗ 3 ҫултан ҫамрӑкраххи.

Помоги переводом

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Ҫав шутран ача ҫурални ҫинчен — 11 (7 арҫын ача та 4 хӗр ача), ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки — 66. Ҫак тапхӑрта 1 мӑшӑр анчах ҫемье ҫавӑрнӑ, 5-шӗ уйрӑлма ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

— Мана апла вӑл шутран кӑларса пӑрахма тивет пуль; эп халь ак, ним ҫинчен те шухӑшламастӑп.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Муниципалитет округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Волков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗтӗмпе 38984 гектар ҫинче акса-лартса хӑвармалла, ҫав шутран 23334 гектар тӗш тырӑ, 361 гектар — ҫӗр улми, техника культурисем — 1666 гектар, пахча ҫимӗҫ — 94 гектар, выльӑх апачлӗх культурӑсем 13529 гектар.

Помоги переводом

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

«Шутран кӑларнӑ кивӗ «Ока» машина туянтӑм. Килте «Волга» автомобилӗн хӑш-пӗр саппас пайӗ пурччӗ, ҫӗнӗрен кивӗ ытти деталь илтӗм. Йӑлтах сӳтсе ҫӑмхаларӑм, тасатрӑм, тӗпрен юсарӑм…», — каласа кӑтартнӑ арҫын.

«Купил старую списанную «Оку», дома были старые мосты от «Волги», покупал другие старые детали… Всё разбирал, чистил, проводил капремонт…» — рассказал мужчина.

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

Йыснана тата сыснана кӑларакан шӗвеке пӗр сӑлтавсӑрах, виҫерен те шутран тухса, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ейӗве ярӑнса лаккани те сахал мар пулчӗ, ҫавна пулах вӑл эрех чирӗпе чирлесех кайрӗ, ҫутӑ куна урӑ куҫпа курайми те пулчӗ, кӳпченӗ пичӗ тӗксӗммӗн ҫатраланса, самаях сӑнсӑрланчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӑл шутран ытларахӑшӗ, 8-ӑн,хушма хуҫалӑх йӗркелес тӗллевлӗ.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Пӗтӗмпе 348 педагог, вӑл шутран 5-шӗ - пӗлтӗр килнӗ ҫамрӑк специалистсем.

Помоги переводом

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑл шутран врачсем 51-ӗн.

Помоги переводом

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑл шутран: 2 вӑтам предприяти, 96 кӗҫӗн предприяти, 539 уйрӑм предприниматель, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем - 1230-ӑн.

Помоги переводом

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Юраман ҫӗрте пирус мӑкӑрлантаракансене пӗтӗмпе 259 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, ҫав шутран 167 пинне шыраса илнӗ.

Помоги переводом

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Ҫав шутран 1949 ҫултанпа пуҫламӑш классенчи ачасене вӗрентсе пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней