Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрлехи вӑхӑта вӗсем ҫывӑрнинчен ытларах пӗр айӑпсӑрах усал ҫынсен шутне кӗртнӗ иудейсене мӗнлерех мӑшкӑл кӑтартмалли ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Арҫынсен шутне кура икӗ пин драхма таран кӗмӗл пухса, вӑл ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн Иерусалима ӑсатнӑ, ҫапла вӑл, чӗрӗлӗх пирки шухӑшласа, питӗ лайӑх та сӑваплӑ ӗҫ тунӑ; 44. ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунисем чӗрӗлсе тӑрасса шанман пулсассӑн, вилнисемшӗн кӗлтуни ытлашши те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сӑваплӑ Ҫурта илем кӗртнӗ, таса япала шутне ӳстернӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль халӑхӗн ҫыннисемех хӑшӗ-хӑшӗ, Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсем, ун ҫинчен элекленӗ пулин те, 26. патша уншӑн хӑй умӗнхи патшасем мӗн тунинех тунӑ: ӑна хӑйӗн пур тусӗнчен те асла хунӑ, 27. ӑна, унчченхи пекех, аслӑ священниках пулса пурӑнма хушнӑ, малтанхи хисеп паллисене те унрах хӑварнӑ, ӑна хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫапла мухтава кӑларнӑ ӑна патша, ӑна яланлӑха хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ, ҫарпуҫне лартнӑ, патшалӑхӑн пӗр пай ҫӗрне пӑхса тӑма хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кайӑр Вефиле — ҫылӑха кӗрсе пурӑнӑр, Галгала кайӑр — усал ӗҫӗрсен шутне ӳстерсе ярӑр; парнӗрсене кашни ирех кӳрсе тӑрӑр, хӑвӑрӑн вуннӑмӗш пайӑра кашни виҫӗ кунранах илсе пырӑр.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ханаан ҫынни хӑйӗн аллинчи тӗрӗс мар тарасипе ҫынна кӳрентерме юратать; 8. Ефрем те ҫапла калать: «ҫапах та эпӗ пуйса кайрӑм; хам валли пурлӑх пухса тултартӑм; апла пулин те манӑн пӗтӗм ӗҫӗмре саккуна хирӗҫли, ҫылӑх шутне кӗрекенни, нимӗн те тупаймӗҫ» тет.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫак ҫӗр пророкӗсен каварӗ кунта — ӳхӗрекен, тупӑшне тӑпӑлтаракан арӑслан пек; чунсене пӗтереҫҫӗ, пурлӑхпа хаклӑ япаласене ҫаратаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмсен шутне йышлатаҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп, Вӑл вӑйлисемпе пӗрле тупӑш уйӑрӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та кам Турӑ саккунне уяса тӑрать, ҫавӑ парне шутне ӳстерет; кам Турӑ ӳкӗтне тытса пурӑнать, ҫавӑ канӑҫлӑх парни кӳрет.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Епле-ха ӑна Турӑ ывӑлӗсен шутне, шӑпине сӑваплисен шӑпи шутне кӗртнӗ?5. Как же он причислен к сынам Божиим, и жребий его — со святыми?
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам хӑйӗн тусне ир-ирех кӑшкӑрса мухтать, ҫавна усал сунакансен шутне кӗртеҫҫӗ.14. Кто громко хвалит друга своего с раннего утра, того сочтут за злословящего.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет; 4. ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗлхе-ҫӑварӑм Санӑн тӳрӗлӗхне, кулленех Санӑн ырӑ ӗҫӳсене пӗлтерсе тӑрӗ — эпӗ ӗнтӗ вӗсенӗн шутне те пӗлместӗп.15. Уста мои будут возвещать правду Твою, всякий день благодеяния Твои; ибо я не знаю им числа.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисее вара, Турӑ ҫыннине, тата унӑн ывӑлӗсене Левий йӑхӗн шутне кӗртнӗ.14. А Моисей, человек Божий, и сыновья его причтены к колену Левиину.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.