Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутлать (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саркай хӑйне чӑваш литературин вилӗмсӗр классикӗ тесе шутлать имӗш.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тинех вӑхӑт ҫитрӗ, проект докуменчӗсене экспертиза витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн подрядлӑ организаци тӳрех ӗҫе тытӑнма шутлать.

Помоги переводом

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

«Ялти шкулсен нихӑш енчен те хуларисенчен кая пулмалла мар – хальхи йышши оборудовани тӗлӗшӗнчен те», - тесе шутлать Алла Леонидовна.

Помоги переводом

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кашниех хӑйне эп лайӑх ҫын тесе шутлать мар-и?

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй мӗн шутлать, ҫавна тӑвать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗр выртма вӑл юлташӗ патне кӗме шутлать, анчах ӑна ҫыру ҫырса пӗлтермен.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Задачусене кам шутлать килте?!

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Кам ун пек шутлать вара? — куҫне чарчӗ Татьяна Архиповна.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Лайӑх педагог пулас тесессӗн ху вӗрентекен предмета юратмалла», – тесе шутлать педагог.

Помоги переводом

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Пӗр шутлать те Пӑкачав чӑн-чӑн кӗрешӳ халь кӑна пуҫланать пек-ха.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйпут хӑйне шанса панӑ хулана мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран хӳтӗлеме шутлать.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмара вӑл хӑйӗн тӑшманӗ тесе шутлать курӑнать…

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этем пуҫӗ мӗн шутлать, ури те, алли те ҫавна тӑвать.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑлне валли улпут хӗр сутӑн илме шутлать.

Помоги переводом

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улпут ҫав ухмах ывӑлне авлантарма шутлать.

Помоги переводом

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аппа мана ҫывӑрать тесе шутлать.

Помоги переводом

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кашни пусне шутлать вӑл, тек таврӑнмастӑп унта. ӗнтӗ завода ӗҫе кӗтӗм.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Енчен те кӑрлач уйӑхӗнчи пек лару-тӑру нарӑс, пуш, акапа ҫу уйӑхӗсене те тӑсӑлӗ пулсан, тен, пирӗн 90-мӗш ҫулсенчи доллар курсне те аса илме тивӗ», — тесе шутлать вӑл.

Если тенденция января продолжится на февраль, март, апрель и май, то как бы нам и не вспомнить курс доллара в 90-е годы», — считает он.

Миллиардер шухӑшӗпе кӑҫал доллар 100 тенке ҫитӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34334.html

Селифаныч вӗсене пурне те хӑйӗн тесе шутлать.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Комитет мӗн шутлать, ҫавӑн пек тӑватпӑр.

Что решит комитет, то мы и будем делать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней