Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шурӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шурӑ (тĕпĕ: шурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кил-ха кунта, Шурӑ пит», «Васка эсӗ, Шурӑ пит», — тесе чӗнеҫҫӗ ҫамрӑксем.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл кӗске хуллӑ пурҫӑн кӗпепе, шурӑ шӑлаварпа тата шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ питлӗ шурӑ пушмакпа.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Икӗ енне шурӑ юр пек шурӑ тумлӑ хӗрсем, тухья тӑхӑннӑскерсем, вырнаҫнӑ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе халь ун ҫийӗнче, мӑйӗ тавра — чечек кӑшӑлӗ пек чӗнтӗр, пилӗкӗнче — шурӑ пиҫиххи.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Комбинезонпа, кивӗрех фуфайкӑпа чухне те пукане пек туйӑнатчӗ те, столовӑйра, шурӑ халатпа шурӑ калпак тӑхӑннӑскер, хӗвел пекех йӑлтӑртататчӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шурӑ патшалӑхра асамлӑ Шурӑ ӑмӑрткайӑк пур.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Шурӑ, шурӑ ҫӑмарта, Шуратрӑмӑр, ҫирӗмӗр, Хитре хӗрсем ҫак ялта, Юратрӑмӑр, илтӗмӗр»…

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурӑ халатлӑ, тирпейлӗ ҫыхнӑ шурӑ тутӑрлӑ Верук… тин кӑна тӗнчене тухнӑ пӑрӑван тути-ҫӑварне таса алшӑллипе сӑтӑрса тасатать.

Помоги переводом

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Шурӑ халатлӑ, шурӑ калпаклӑ тухтӑр, чӗрне вӗҫҫӗн утса, арӑмӗ патнелле ҫывхарчӗ, пӗр хускалмасӑр вилнӗ пек выртакан арӑмне курсан, унӑн аллисем чӗтреме пуҫларӗӗ.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

— Минюк «ҫав тери шурӑ» тесе каласшӑн пулнипе «шурӑ» вырӑнне «шарӑ» тет.

Помоги переводом

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Алӑк патӗнче — кровать, тӳшекне шурӑ чечеклӗ симӗс пӗркенчӗкпе витнӗ, унӑн пӗр вӗҫне шурӑ чӗнтӗрпе витнӗ симӗс минтер хунӑ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӑй, тулли кӗлетке-тултармӑш, кӳнчӗк тыттарнӑ, хӑма тӗрриллӗ шурӑ катанпир кӗпепе, хӑмӑр саппунпа, пуҫне вӗтӗ-вӗтӗ кӑвак тӗрӗллӗ шурӑ сатин тутӑр ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шурӑ роза… шурӑ роза… ман чӗрери ҫуркуннене вӑхӑтсӑр вӑратнӑ роза, — хӑй тӗллӗнех пӑшӑлтатрӗ хӗрача.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шурӑ чӑх хӑй сассипе хӗрачана вӑратнине те курчӗ ӗнтӗ, анчах та вирлӗн чупса килнӗ чухне сасартӑках чарӑнаймастӑн, ҫавӑн пекех шурӑ чӑх та, Марине ҫине хӑраса пӑхрӗ пулин те, ниҫта шӑнӑҫайман савӑнӑҫне пытараймарӗ, тата та хытӑрах кӑтиклетрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Эсир таса шурӑ тумпа пулмасан, тата кам таса шурӑ тумлӑ пулӗ?..

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫетрен пӑхсан, шурӑ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ сухаҫӑсем хура ҫӗр ҫинче шурӑ мӑкӑльсем мӗшӗлтетнӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шурӑ ҫӳҫлӗ, шурӑ сухаллӑ вӑрӑм та хытанка кӗлеткеллӗ Ехрем мучи пӗчченех пурӑнать.

Помоги переводом

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шурӑ Атӑл пӑрӗ шурӑ сахӑр пек, Хӑш еннелле юхса кайрӗ-ши?

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗреклӗ урисем те шурӑ чӑлха тӑхӑннӑ пек кӑштах шурӑ.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней