Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, Тухтар, шурӑ тӗсе юрататӑп, пӗтӗмпе шурӑ та таса пултӑр: кӑмака шурӑ, чӳрече шурӑ, вырӑн та шурӑ пулсан, ытарма ҫук пулать…
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӗслӗхшӗн вӗтӗ клеме ятлин куммин пӗр пайне илер: 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ; 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Капитан-пичче ҫӗрле килнӗ, — ирхине ачасем Ваҫкӑсен садне пӑхрӗҫ те, унти сукмак ҫинче пиччӗшӗ тӑра парать; пӗтӗмпех юр пек шурӑ тӑхӑннӑ, сӑнӳкерчӗк ҫинчи пекех: шурӑ китель, якатнӑ шурӑ брюки, шурӑ туфлисем, кителӗ ҫинче — ылтӑн; тӑрать вӑл, аллисене хыҫалалла тытнӑ, ҫемҫе те кӑшт сӑмсаран тухакан сасӑпа пӳлӗнерех калаҫать.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл тӗлӗрсе кайрӗ, вара каллех шурӑ хӑйӑр тӑкӑнма тытӑнчӗ, вӑл ҫулла юханшыв хӗрринче пулакан хӑйӑр пекех шап-шурӑ, тусан пек вӗҫекенскер пулчӗ, арман чулӗ айӗнчен шурӑ ҫӑнӑх тӑкӑнчӗ, пӗтӗм тӗнче шурӑ ҫӑнӑх пӗлӗчӗ ӑшне путрӗ, сывлама сывлӑш ҫитмерӗ, ҫӑвӑра шурӑ тусан тулса ларчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тусанлӑ ҫул тӑрӑх утмалла, епле пулсан та утмалла, васкамалла, пӗр минут та сая яма юраманнине вӑл пӗлсе тӑчӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫав ӗҫсене тунӑ хушӑра вӑл ачасемпе пакӑлтатса ларать; ҫавӑнтах темиҫе хӗр темӗн те пӗр ҫинчен пыракан калаҫӑва хутшӑнаҫҫӗ, — арабсен «Пин те пӗр каҫ» ятлӑ юмахӗсем лайӑххи ҫинчен те (вӗсенчен нумайӑшне Кирсанов каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ), Индире питӗ юратакан шурӑ слонсем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ вӗсем (пирӗн патӑрта нумайӑшӗ шурӑ кушаксене юратнӑ пек, слонсене Индире питӗ юратаҫҫӗ); хӗрсенчен ҫурри: ку вӑл япалана ӑнланманни, — тесе шутлать; шурӑ слонсем, кушаксем, лашасем — пурте вӗсем альбиноссем, чирлӗ йӑх, куҫӗсенчен пӑхсанах вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ кушаксем чухлӗ сывӑ пулманни курӑнать; ыттисем шурӑ кушаксенех мухтаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
71,6 % — шурӑ ӳтлисем, ҫав шутра 52,4 % — шурӑ британсем, 3,5 % — шурӑ ирландсем тата 15,7 % — урӑххисем (грексем, вырӑссем, поляксем, португалсем, итальянсем, французсем, еврейсем, нимӗҫсем, венгрсем, румынсем, пӑлхарсем, албансем, македонсем, австралицсем, ҫӗнӗзеландсем, датчансем);
Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)
Шурӑ простыньпе шурӑ утиял витӗннӗ, пуҫне шурӑ тутӑр ҫыхнӑ, тен, ҫавӑнпах пуль пичӗ ытла шурса кайнӑ пек туйӑнать.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Шурӑ юр йӗри-тавра, шурӑ пӗркенчӗклӗ ҫар ҫынни, шурӑ лаша ҫинче ларать.
Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Йӗплӗ картаран кӗмелли ҫӗрте шурӑ ҫӳҫлӗ, шурӑ куҫ харшиллӗ, хырӑнман шурӑ шӑртлӑ негр тӑрать; унӑн пуҫӗ негативри пуҫ сӑнарлавне евӗрлет тейӗн.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Галеран ҫак сценӑна шухӑшлӑн сӑнать, Давенант хӗрсене курсан самаях именчӗ, вӗсем ҫӳлти обществӑран иккенне иккӗленмесӗр ӑнланать; хӗрсем хитре, кулаҫҫӗ, шурӑ костюм тӑхӑннӑ, шурӑ шлепкепе, шурӑ чӑлхапа тата пушмакпа, сунчӑкӗсем чие тӗслӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрлӗ Тӑрна ачана хӑй патӗнчен пӗр утӑма та ниҫта та яман, ҫар ҫыннисем Шурӑ Кашкӑра ырласан, старик ачана ыттисемпе пӗрле: — Шурӑ Кашкӑр! Шурӑ Кашкӑр — аслӑ ҫул-пуҫ! — тесе кӑшкӑрма хушнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Хӗрарӑм улачине саккӑр кӑвак, пӗр пӗрчӗ шурӑ, пӗр мӑшӑр (икӗ пӗрчӗ) кӑвак, тепӗр пӗрчӗ шурӑ, унтан татах саккӑр кӑвак, терӗ хушшине пӗр пӗрчӗ шурӑ хурса кумаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тӳпе ачисем — юр пӗрчисем, хӗлле валли васкасах ҫӑмламас кӗпе ҫӗлеме хыпӑннӑн, талккишӗпех шурӑ, шурӑ, шурӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Франци генералӗн — Эннокен штабӗнче, Карпат леш енчи партизансемпе красногвардеецсен отрячӗсене хирӗҫ ҫав тери хаяррӑн кӗрешекен шуррисен ҫарӗн — Карпатри вырӑс ҫарӗн Главнокомандующи патӗнче вырнаҫнӑ Бенджамин Паркер нумайлӑха тытӑнса тӑмалли диверси тата шпион ӗҫӗсен ҫирӗп базисене тума пуҫланӑ, агентурӑсем туса Российӑна янӑ, ҫар интервенчӗсене, шурӑ румынсене, шурӑ чехсене, шурӑ французсене вӗрентнӗ, Карпат леш енчи хӗрлисене епле лӑплантарасси, пӑхӑнтарасси ҫинчен каласа панӑ, националистла террористсен кадрӗсене хатӗрленӗ, пуканелле правительствӑн министрӗсен кандидатурине палӑртнӑ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Иккӗмӗш кун пыраҫҫӗ — чӳрече тул енче ҫаплах шурӑ, шурӑ, шурӑ…
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗр кун пыраҫҫӗ, анчах чӳрече тул енче ҫаплах вӑрмансем, шурӑ, шурӑ, шурӑ вӑрмансем.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Темиҫе пинлӗ халӑх хумӗ хушшинче ват стариксен шурӑ ҫӳҫӗсемпе хӗрлӗ, кӑвак, шурӑ тутӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫитӗннисем хушшинче ҫара ураллӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ ачасем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Урисене йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑракан шурӑ туфли тӑхӑннӑ, ҫийӗнче шурӑ, клеткӑллӑ кӗпе, шурӑ галстук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Куҫ умӗнче, сӗт тинӗсӗнчи пек, йӑлтах шурӑ, шурӑ, шурӑ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Талккишпех, куҫа йӑмӑхтармалла, — шурӑ, шурӑ, шурӑ…
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.