Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ху ҫав вӑхӑтра Шпилмӑнсемпе Баранкевичсен умӗнче хырӑмпа шума пуҫлатӑн!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Унтан вагон ҫӑмӑлтараххӑн шума пуҫланӑ, ураписем айӗнче хытӑ ҫӗр сасси илтӗнсе кайнӑ, поезд, кӗпер ҫинчен тухнӑ та, хӑвӑртлӑхне вӑйлатса пырса, шыв хӗррипе малалла ыткӑннӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кайран карапӗ хӑй те, хура тӗтӗм кӑларса, ӗне кӗтӗвӗнчи пысӑк вӑкӑр пек, вӑрӑммӑн та янӑравлӑ сасӑпа кӑшкӑртса янӑ та ҫырман икӗ енӗпе тӑракан тата хӑвӑрт ҫул парса ишсе ҫӳрекен вӗтӗ кимӗсем хушшипе вӑраххӑн шума пуҫланӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӑвалӑхсем пӑрахут пӗр карап ҫумне мӗнле пырса, тӑнине ҫӑварӗсене карсах пӑхса тӑнӑ, карап ҫине ҫинҫе шӑчӑ пек темӗнле вӑрӑм япала хунине, ун тӑрӑх вара ҫынсемпе тӗрлӗрен япаласем кӑткӑсем пек шума пуҫланине курнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫакӑн ҫинчен нумай шухӑшларӗ вӑл — вӑхӑт виҫӗ сехет патнелле шума пуҫларӗ — вара вӑл хура фрак тӑхӑнчӗ те, кӑштах парк тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Полозовсем патне кайрӗ.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Акӑ унӑн урисем, паян кӗрт тӑрӑх темӗн чухлӗ чупнӑскерсем, каллех хускалчӗҫ, хальхинче ӗнтӗ тикӗс урай тӑрӑх шума тытӑнчӗҫ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унтан вӑл чӗркуҫленсе шума тытӑнчӗ, хӑй ҫаплах вилесене: «Мана ан тивӗр», — тесе тархаслать; утиялпа чӗркенсе, сӗтел айне кӗчӗ, татах тархаслать, унтан ӗсӗклесех макӑрса ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир вӑрман еннелле, завод мӑрйи курӑннӑ ҫӗрелле, шума тытӑнтӑмӑр.Мы ползли уже в сторону леска, над которым виднелась заводская труба.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шофер машинине хытӑрах хӑвала пуҫларӗ, ҫавӑнпа-ши, ҫул кукрашкисенче машина ураписем йӗпе юр ҫийӗн аяккалла шума тытӑнчӗҫ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ, нимӗҫ виллисем хушшипе шӑнсах ҫитеймен чӗрӗ ҫӗр тӑрӑх окоп патнелле шума тытӑнтӑмӑр.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Алӑкран тухса шума ӗлкӗрчӗ! — кӑшкӑрчӗ Володя, лучӗркенчӗк тумлӑ нимӗҫ ҫинчен автоматне хывса.В дверь шмыгнул! — кричал Володя, снимая с растрепанного немца автомат.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Унтан акӑ Галя килет, унӑн каранташӗ хут тӑрӑх чӑштӑртатса шума пуҫлать, вара каллех асран кайми кунсем ҫинчен сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке тухса пыма тытӑнать.Приходила Галя, шуршал по бумаге ее карандаш, и вырастали ряды слов о незабываемом прошлом.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӑр ирӗлнипе чуллӑ ҫӗрсем ҫинче ура шума пуҫларӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Иртни ҫинчен аса илме кирлӗ мар, — тавӑрчӗ Базаров: — малашнехине илсен, ун ҫинчен каллех пуҫа ватма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах тухса шума шутлатӑп.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Нюша инке ниҫта кайса кӗреймерӗ, вӑл халь ывӑлӗ танк патне ҫитме пилӗк утӑм юлсан, ҫав танк кӗрлесе, ҫынсем ҫине шума пуҫласан тин мӗн пулса тӑрасса пӗтӗмпех ӑнланса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫапах та ҫӑва тухиччен мӗнле те пулин тӑсса пыма, кайран вара бандӑнне чи лайӑх икӗ лашине вӑрласа, ҫӗрле Татарскине тухса шума, унтан Аксиньйӑпа пӗрле кӑнтӑралла тарма вӑрттӑн шанчӑк хывса пурӑнчӗ, ҫавӑнпа та, унччен тесе, Фомин ҫумӗнчех юлчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нюша хыҫҫӑн Вася та шинель аркисемпе тӑлланкаласа шума тытӑнчӗ.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Ӑна сӑрланӑ, хулпуҫҫи шума тивӗҫ.
15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Алӑк, тӗтрери пек, сулланса илчӗ, урай чӗтренсе силленчӗ те айккинелле шума пуҫларӗ.Дверь качнулась, как в тумане, пол зыбко дрогнул и поплыл в сторону.
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кӑваккӑн ҫунакан вут, хӑрушшӑн шатӑртатса, кабель тӑрӑх трансформатор еннелле ҫӗлен пек шума пуҫланӑ.Голубая змейка огня, зловеще треща, ползла по кабелю к трансформатору.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.