Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи слесарь-сантехник вӑл хӑйӗн профессине лайӑх пӗлекен, хӑйне шанса панӑ питех те кирлӗ участӑкшӑн яваплӑх туякан, йӗркеллӗ, тӗп-тӗрӗс, ҫыпӑҫуллӑ, хӑй ӗҫне тӗрлӗ условисенче, ҫав шутра аварисенче те, хӑвӑрт та чи пысӑк пахалӑхпа тӑвакан ҫын.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Класс ертӳҫи пулма та тӑххӑрмӗш класс шанса пачӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Лӑпкӑ пул, лӑпкӑ пул. Ан хумхан, ан хумхан», — типпӗн ӳсӗренҫи турӗ Магаев, шалта тилӗ чеелӗхӗпе кашкӑр хаярлӑхӗ ҫеҫ хӑрушлӑха сирсе яма пулӑшасса шанса:

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫакна кура ӑна колхозра каллех трактор шанса пачӗҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кунта водительсемпе механизаторсем халӗ хӑйсене шанса панӑ техникӑна тӗплӗн тӗрӗслесе хире тухма хатӗрлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Мана шанса тухнӑ-и эс вӑрмана?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫырса кӑтартнӑ: пӗр ушкӑн — секта — 1954-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӗнче пӗтессе шанса пурӑннӑ.

Помоги переводом

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Никам та илтмессине шанса ҫамрӑкскерсем темӗн ҫинчен те калаҫаҫҫӗ, шыва кӗмелли костюмӗсене хывса улӑштараҫҫӗ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ха-ха-ха, вӑт ӗнен, вӑт шанса пурӑн ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Юлашки вӑхӑтра Андрея кӑткӑс ӗҫсем те шанса параҫҫӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лайӑх станок, ответлӑ ӗҫ шанса патӑмӑр.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Миҫе хутчен каларӑм сире, Ревлен Петрович, Гаврилова ку ӗҫе шанса парар мар тесе, итлемерӗр, халӗ ак ответне те хӑвӑрах тытӑр.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастерпа хирӗҫе-хирӗҫех Гаврилова кӑткӑс ӗҫ шанса пачӗ вӑл, кӑнтӑр апачӗччен чиперех ӗҫлетчӗ вӗт-ха, халӗ ак каллех калаҫу пулать ӗнтӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман шутпа, Гаврилова кӑткӑсрах ӗҫ шанса парса унӑн ӗҫ интересӗсене вӑратмалла.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Участок ҫыннисене мана шанса панӑ пулсан, вӗсемпе ӗҫлесси, вӗрентесси — манӑн тивӗҫ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав прогульщика кӑткӑс ӗҫ шанса парасшӑн эсӗ, ҫук, пулмасть эсӗ каланӑ пек, Ревлен Петрович.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юрать-ха, порезка шанса паратпӑр сана, прогульщика.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсене ответлӑ ӗҫ шанса пама хӑрани пирӗн куҫкӗретӗнех палӑрса тӑракан ҫитменлӗхсенчен пӗри мар-ши, тусӑм?

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавӑн чухне вӑл пӗр ялта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма банк карттине вӑхӑтлӑха шанса панӑ, унпа вӑл хӑйӗн валли апат-ҫимӗҫ туянма ыйтнӑ.

Тогда он на время доверил банковскую карту 31-летней женщине, жительнице его деревни, с помощью нее он попросил купить себе еду.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Эсӗ пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ, ӗмӗрех пире шанса пурӑнаймӑн.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней