Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юлашкинчен чӗрнисене кӗҫех ватмасӑр, туртӑннӑ чӳлӗке салтса ячӗ, пӗкке хӑмӑт пӑявӗнчен, унтан Муромеца турта хушшинчен кӑларчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫӳхе кӗпе-йӗм тӑхӑнать, кулленех ӑна улӑштарать, тутлӑ супӑньпе ҫӑвӑнать, чӗрнисене тасатать — вӑл йӑлт ҫав тери лайӑх, ҫав тери таса, ним тумасан та пултарать, ним те тумасть те, уншӑн урӑххисем ӗҫлеҫҫӗ: унӑн Захар пур, тата виҫҫӗр Захар пур!..
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Яланах каретӑпа ҫӳрет, лашисене питӗ упрать: кӳмене ларас умӗн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнать, ут хатӗрӗсене, лашасен чӗрнисене те тӗрӗслет, е тепӗр чухне тутӑр кӑларать те лашасене лайӑх тасатнӑ-и тесе, шӑлса пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амӑшӗ вара Андрюшӑн чӗрнисене касма, ҫӳҫне кӑтралатма, илемлӗ ҫухасемпе манишкӑсем ҫӗлеме тытӑнать; хулара ятарласах курткӑсем ҫӗлеттерет; Герцӑн шухӑшлӑ кӗввисене тимлесе итлеме хушать, чечексем ҫинчен, пурнӑҫ илемӗ ҫинчен юрӑсем юрласа парать, е вӑрҫӑ ҫыннин, е писателӗн чаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен пӑшӑлтатать, е теприсене пӳрекен пысӑк шӑпа ҫинчен ӗмӗтленет…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех кӑшкӑрса ячӗ те чӗрнисене вӑрӑммӑн кӑларса турат ҫумне тӗршӗнчӗ.Она опять завопила, выпустила когти и прижалась к ветке всем телом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Стручков чӳрече умӗнче, чӗрнисене хаяррӑн ҫырткаласа ларчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл чӗрнисене хуҫса, пӳрнисене юнласа пӗтерчӗ, ҫапах та кинжалӗпе пикенсех ӗҫлерӗ.Он обломал ногти, окровавил пальцы, но орудовал ножом и ногтями все упрямее.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑйӗн чӗрнисене хуҫса пӗтерчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл темиҫе ҫара ҫерҫи чееленсе тытма пултарнӑ та, вӗсене те ҫӑтса янӑ, вӗсен чӗрнисене ҫеҫ пӑрахса хӑварна.Кроме того, он ухитрился поймать несколько летучих мышей и тоже съел их, оставив одни когти.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.