Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрери ҫулӑм ҫуттӑн ҫунмасан, унта хӑрӑм нумай пухӑнать.
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кирек мӗн ҫырса хурсан та, вӗсем пӗри те чӗрери шухӑшсем мар иккенне чухлатӑп эпӗ…Я чувствовала: что бы я ни написала, всё будет не то, что у меня на душе…
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн чӗрери юратӑва вӑратать, ҫав вӑхӑтрах пирӗн кӑмӑлсене тултараймасть.Потому, что она будит в нас потребность любви и не в силах удовлетворить ее.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫаплах ӗнтӗ, чӗрери ҫав вӑрттӑнлӑха Кондратьев епле пӗлме пултартӑр-ха; Сергее ӗнер каҫранпа мӗн ытла хумхантарни ҫинчен Кондратьев шутламан та, мӗншӗн тесен халӗ уншӑн ҫак папкӑра мӗнле документсем, ҫав документсемпе пӗрле мӗнле ӗҫсем пуррине пӗлесси чи кирлӗреххи пулнӑ; ҫавна пӗлсен, вара тата кирлӗрех те пысӑкрах ӗҫсем ҫинчен калаҫмалла пулать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Парӑр эппин сакӑрҫӗр, — тет вӑл, — вара эпӗ хам чӗрери юрату кӑмӑлне туртса татам.— Давайте восемьсот, — говорит он, — и я вырву из сердца чувство.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Анчах пӗр пӗчӗк ӗҫ маншӑн питӗ усӑллӑ пулчӗ, чӗрери усал шухӑш-кӑмӑла сирсе ячӗ.
Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.
Анчах, тархасшӑн, хуть мана та пулин комплиментсем ан ҫыр-ха эсӗ; атту эпӗ санӑн ӑсна, йӗркелӗхне мухтаса, хам чӗрери мӗнпур сӑмаха кӑларса хурӑп, — ҫакӑнтан начарри вара саншӑн, паллах, ним те пулас ҫук.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫук, эпӗ кунпа та килӗшме пултараймастӑп, — тенӗ Рахметов, — ман чӗрери юратӑва пӗтерес пулать: сире юратни ман ал-урана ҫыхса лартнӑ пулӗччӗ, — эпӗ вӗсене ахаль те часах салтас ҫук, — ҫыхса лартнӑ ӗнтӗ вӗсене.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн чӗрери ырӑ шухӑшӑр сассӑртанах курӑнать, ҫавӑнпа урӑх чӗнместӗп.Голос выдает ваши искренние и добрые намерения, а потому я умолкаю.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чикӗ леш енчи буржуйсем мӑшкӑл-асап кӑтартакан хамӑр тӑванӑмӑрсем ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, чӗрери юн типсех ларать.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗр пӗччен — никам курмасть, илтмест ӑна; чечекри иҫӗм шӑрши, ирхи савӑк уҫӑлӑхпа чӗрери вӗри юн ӳсӗрӗлтерсе яраҫҫӗ ӑна, акӑ вара ун чӗлхи ҫинче самантрах айванла юрӑ сӑмахӗсем ҫуралса тӑраҫҫӗ те, яланлӑхах манӑҫа тухса, ҫилпе вӗҫсе саланаҫҫӗ:
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Паллах ӗнтӗ — хушӑран йывӑр та килет, кӑкӑра шӑнӑҫайми хаяр курайманлӑх капланса тулать, хуйхӑ чӗрери юна тӑранми ӗмӗт, ҫапах та ку — ӗмӗрлӗхе мар; хӗвеле те ҫынсем ҫине пӑхма час-часах ытла хурлӑхлӑ-ҫке: вӗсемшӗн вӑл ҫав тери нумай тӑрӑшрӗ; ҫапах та — ҫыннисем ҫын пулсах ҫитеймерӗҫ…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ку эпӗ хамӑн чӗрери пӗтӗм йывӑрлӑха ҫыру ҫине хунӑран пулӗ».
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫамрӑк, таса чӗрери именчӗк туйӑма сирсе яма пултарнӑ; турат ҫине асӑрхануллӑ, ҫӑмӑл ларакан кайӑка ҫапла ют сасӑ, кӑштӑртатни хӑратса тӑрать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав усӑсӑр кӗрешӳре эпӗ чӗрери кӑвара та, чӑн-чӑн пурнӑҫра кирлӗ хӑвата та кӑлӑхах пӗтерсе тунӑ иккен; ҫак пурнӑҫа эпӗ шухӑшпа пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кӗтӗм, ҫавӑнпа мана ытла кичем те ирсӗр пулса кайрӗ, хӑй хӑйшӗн тахҫанах паллӑ кӗнеке майлӑ ҫырнӑ начар произведенине вулакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулать.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княжна ӑна хӑйӗн чӗрери чи ҫывӑх сӑмахне шанса калама шутланӑ пулас: тӳррипех каламалла, тупнӑ та иккен кама каласа пама!Княжна вздумала, кажется, ей поверять свои сердечные тайны: надо признаться, удачный выбор!
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӗрери ыратӑва пусарма
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
12. Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать, вӑл — икӗ ҫивчӗшлӗ кирек мӗнле хӗҫрен те вичкӗнрех: вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтумарӑмӑр, Ӑна хамӑрӑн усал чӗрери шухӑш-кӑмӑлтан пӑрса яма тархасламарӑмӑр.8. Мы не молились пред лицем Господа, чтобы Он отвратил каждого от помышлений злого сердца его.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.