Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне чӑркӑш тыткаланӑран эскадрильӑра ӑна никам та кӑмӑлламастчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
22. Йӑваш упӑшкана чӑркӑш арӑмпа пурӑнасси — ватӑ ҫыншӑн хӑйӑр ҫийӗн хӑпарасси пекех.22. Что восхождение по песку для ног старика, то сварливая жена для тихого мужа.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫумӑрлӑ кун пӗр чарӑнми тумлакан тумлапа чӑркӑш арӑм — иккӗшӗ те пӗр: 16. ҫав арӑма чарма-лӑплантарма тӑрӑшакан — ҫил-тӑвӑла чарма тӑрӑшакан е сӗрӗш шӑршине аллипе чӑмӑртама тӑрӑшакан.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кӑвар — хӗрӳлӗх валли, вутӑ — ҫунтарма, чӑркӑш ҫын вара — харкаштарса яма.21. Уголь - для жара и дрова - для огня, а человек сварливый - для разжжения ссоры.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен пӳрт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни аванрах.24. Лучше жить в углу на кровле, нежели со сварливою женою в пространном доме.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хаяр та чӑркӑш арӑмпа пурӑниччен пушхирте пурӑнни лайӑхрах.19. Лучше жить в земле пустынной, нежели с женою сварливою и сердитою.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Чӑркӑш арӑмпа пысӑк ҫуртра пурӑниччен ҫурт тӑрринчи кӗтесре пурӑнни лайӑхрах.9. Лучше жить в углу на кровле, нежели со сварливою женою в пространном доме.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑрҫӑ-хирӗҫӳрен пӑрӑнни ҫынна хисеп кӳрет; ӑссӑрри вара кирек хӑшӗ те чӑркӑш.3. Честь для человека - отстать от ссоры; а всякий глупец задорен.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав енчен илсен ӗнтӗ Михалаки пит чӑркӑш ҫын.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун чухне малашлӑх мана урӑхла, кӑмӑллӑрах пулассӑн туйӑнатчӗ; малашне те ҫапла пурӑнма май ҫуккине курсан, эпӗ хама кичемлӗх кӳрекен пурнӑҫран мӗнле те пулин хӑвӑртрах, — каллех манӑн чӑркӑш, йывӑр сӑмах каламалла пулчӗ — мӗнле те пулин хӑвӑртрах хӑтӑлса тухасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.