Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урамсенче халӑх чӑпаррӑн, кӑткӑ пек хӗвӗшет, сайрара ҫӑмӑл машинӑсем пипиклени те илтӗнкелет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Фома ҫакна асӑрханӑ: шыв лӑпкӑн хумханса тӑнӑ, чӑпаррӑн курӑннӑ, ыратнӑ пек чӗтрене-чӗтрене илнӗ.Фома видел, что вода тихо колышется, рябь идет по ней, точно ей больно и она вздрагивает от боли.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунтан джентльменсен клубӗн стенисем лайӑхах курӑнаҫҫӗ, вӑл унта симӗс бархат пек курӑк пуснӑ газонсене, хӗрлӗ грави сарнӑ сарӑ сукмаксене, чӑпаррӑн курӑнакан чечек клумбисене лайӑх пӗлет.
«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Нӳр илнӗ ҫамрӑк курӑк кӗрхи ҫӗрӗшнӗ ҫулҫӑсем айӗн тапса тухса ачашшӑн ешерет, Уҫланкӑсенче кӑвак та сарӑ чечексем чӑпаррӑн курӑнаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вырса пӗтернӗ сӗвек тайлӑмра майкӑсем, кӗпесем, тутӑрсем чӑпаррӑн курӑнчӗҫ.И на сжатом пологом склоне весело запестрели майки, платья, платки…
Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Ҫанталӑк ӑшӑтас енне сулӑннӑ: хуторти шыв кӳлленчӗкӗсемпе юр кайнӑ вырӑнсем чӑпаррӑн курӑнса выртаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хуторта, ҫатан картасем ҫумне тӑкнӑ кӗл куписем ҫывӑхӗнче, шыв чӑпаррӑн кӳлленсе тулнӑ.По хутору около бугров высыпанной у плетней золы стояли рябые лужины.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑҫал ҫеҫ ҫӗкленсе курӑка пусса илнӗскерсем вӗсем, ылтӑн тӗслӗн, чӑпаррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, хурӑнлӑх хыҫӗнче халь ҫеҫ сухаланӑ хура пусӑпа вырса пӗтернӗ шурӑрах хир лаптӑкӗ курӑнса выртать, тӗпексем хыҫӗнче кӗрхи капӑр вӑрман, хӗвел пайӑркисем ҫав вӑрман ӑшнелле чалӑшшӑн ӳкнӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Заводпа юнашар, Керчь ҫыннисем Колонка текен поселок чӑпаррӑн курӑнса ларать.Рядом с ним пестрел поселок, который керчане звали Колонкой.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сывлӑшра кӑпшанкӑ евӗрех чӗтренсе, чӑпаррӑн курӑнса, хирчӗк тӳррӗнех тӳпене ҫӳле ҫӗкленчӗ те, тусан пӗлӗтӗнчен хӑраса пулӗ, айккинелле вирхӗнчӗ, чылайччен куҫ умӗнче вӗлтӗртетсе тӑчӗ…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1