Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хайӗн чукмар пек чӑмӑрне ман пуҫ ҫинех сулса ячӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ревизилесе тухӑр.
Ултӑ манашка // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 97–101 с.
— Эсӗ уйӑхӑн тепӗр сур чӑмӑрне каҫ та унта мӗн пуррине пӑх, — шӳтлет Саша.— А ты переберись на другую половину Луны и посмотри, что там, — шутит Саша.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Володя крыльца патӗнчен кӑмрӑк татӑкӗ тупрӗ, ӑна чӑмӑрне чӑмӑртаса тытрӗ те ҫак хӑй пӗлекен сӑмаха ӑҫтарах пурне те курӑнакан ҫӳллӗ вырӑна ҫырас-ши тесе пӑхкалать.
Кивӗ венец урамӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ӑна курсанах, хунямӑшӗ хытӑ хӑраса ӳкрӗ, хуняшшӗ вара, хӑйӗн ӗҫпе кушӑрканӑ вӑйлӑ чӑмӑрне пӗрре хытӑ пӑчӑртаса, тепре ҫемӗҫтерсе, хыттӑн мӑшлатса сывларӗ, ҫамкине картлантарчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тепӗр самантранах Рудаченко хайӗн сӑмси патӗнче фельдфебелӗн хӑратакан чӑмӑрне курнӑ.Через мгновение Рудаченко увидел у своего носа угрожающий фельдфебельский кулак.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Вӑл, чӑмӑрне чӑмӑртаса, Михайла патне сиксе пычӗ.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урса каясса ҫитнӗ Шерккей, ик чӑмӑрне ҫӗклесе, ун патнелле вирхӗнчӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл икӗ чӑмӑрне пӗрле хутлатса шӑнӑрлантарчӗ те Урнашкана, шӑпах пуҫ тӳпинчен тӗллесе, вутӑ ҫурнӑ чухнехи пек хӗклетсе шаплаттарчӗ.— Сцепив оба кулака, он с размаху ударил Урнашку по темени так, словно колол колуном дрова.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тухтара чи малтанхи хут курнӑ пек уринчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити пӑхрӗ, унтан икӗ чӑмӑрне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те: — Тух-хса-тухса кай ман ҫуртӑмран, кӗлӗмҫӗ, хӑртӑк, саплӑк!.. — сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашрӗ вӑл.
XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сасӑсем ӳссех, янӑравлӑлансах пынӑҫем, тавлашма юратакан ватӑ темӗн аса илет пулас, — хӑйӗн ҫамрӑклӑхне-ши? — мӗншӗн тесен унӑн куҫӗсем ялтӑрама тытӑнчӗҫ, пичӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, хӑй тӳрленсе ларчӗ, тӳсейменнипе сӗтеле ҫапса илесшӗн пулса чӑмӑрне те ҫӗклерӗ, анчах ҫапмарӗ, ним сассӑрах аллине усрӗ.
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унтан, пукана аналой ҫумнех шутарса лартрӗ, ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, аллисене сулса икӗ чӑмӑрне те хыттӑн кӗнеке ҫине хучӗ.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ку сӑмах геофизика текен ҫӗнӗ наукӑн тӗрлӗ отраҫлӗсенчи ҫӗнӗ ҫитӗнӳсене тивӗҫет, — ҫав наука тӗрлӗ меслетсемпе сӑнаса, ҫӗр чӑмӑрӗн ҫиелти сийӗсен физикӑлла енӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне сӑнаса пӗлет.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Вӑл аллине ҫӗклесе, чӑмӑрне чӑмӑрласа, унпа юнаса илчӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пирӗн пулас организацин тӗп чӑмӑрне эпӗр иксӗмӗр хамӑр паллӑ тӑвӑпӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Лешӗ ҫак вӑхӑтра Кольӑна хӑмсарса чӑмӑрне ҫӗклерӗ.А меж тем мальчик занес уже руку над Колей, готовый стукнуть его кулаком.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чӑмӑрне сулса ярса, урхамаха ҫамкинчен чукмарпа ҫапнӑ пек чышрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Апла пулсан — мӗнпур ҫӗр чӑмӑрне чавса тухсан та ӑна тупасах пулать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Федор чӑмӑрне лашт ячӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Меркатор проекцийӗпе ӳкернӗ картта мӗнпур ҫӗр чӑмӑрне кӑтартса парать.Вычерченную в проекции Меркатора и представляющую взору изображение всего земного шара на плоскости.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.