Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхатӑп та: унта сӗм-тӗттӗм те мар иккен, уҫӑмлах мар янкӑр кӑна, — урамран ҫӗрле пӳлӗме хунар ҫутатнӑ чухнехилле.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Эпӗ килсе ҫитрӗм те шакла пуҫлӑ старике шыраса тупрӑм, вӑл ман ҫине, мӗншӗн — пӗлместӗп, эпӗ ӑна ҫӗҫӗ ярса тытса карланкинчен чашлаттарас чухнехилле пӑхрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫурри якалнӑ акварель алӑран алла куҫать; аслисем ача пулса тӑчӗҫ; пӗр пайӗ аскӑннӑн шӑл йӗрсе, ахӑрса кулать; ыттисен пичӗсем вӑйпах книксен тума хистенӗ чухнехилле тӑсӑлнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кашнин сасси урӑхларах янӑрать — Пэд капитан чӗрӗ чухнехилле мар.Голос каждого звучит совсем иначе, чем когда был жив капитан Пэд.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ыталасан та, Санюк никам ҫук ҫӗртех хӗр чухнехилле вӑтанатчӗ-ҫке…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин кӑвак гимнастеркине, хура пуставран ҫӗленӗ галифине, кирза аттине салтак чухнехилле вӑр-вар тӑхӑнса ячӗ те ҫенӗк алӑкне тул енчен питӗрмесӗрех урама сирпӗнсе тухрӗ, ӗнтӗ чылай аякка кайма ӗлкӗрнӗ Ольга Матвеевна хыҫҫӑн чупрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗвел хӑйӗн вӗрилӗхне чакарчӗ; урисем йывӑрланчӗҫ, ҫиллине ниҫта шӑнӑҫтарайман чухнехилле, чулланса ларнӑн, ерипен, канӑҫсӑррӑн утать Тарт.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӑйне хӑй ҫав тери юратаканскер, хӑюллӑ та ӑнтӑлуллӑскер — тахҫанах хӑнӑхнӑ: вӑл мӗн тунине вӑрҫӑра тӑшман тӑшманпа хутшӑннӑ чухнехилле хакламалла.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӑй вӑл, Тарт, ҫӗнӗ пысӑк чӗреллӗскер, хӑйне пушӑ сӑртсен тайлӑмӗнче, каҫхи шуҫӑм питӗнче, ӗмӗтленнӗ чухнехилле курать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫав хушӑра Капернӑра ӗмӗрлӗх асра юлмалӑх ҫӗр чӗтреннӗ чухнехилле пӑтрашу-арпашу, хумхану, пӗр ҫын юлми пӑлхану пулса иртрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ачашшӑн пӑха-пӑха пымалӑх вӗҫен кайӑк йӑтса утнӑ чухнехилле — вӑрӑм ҫул сисӗнмесӗрех вӗҫленчӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Тавах, — терӗ Грэй салтса янӑ чухнехилле сывласа.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл ҫӗнӗ ҫурт-йӗре курнӑ чухнехилле йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.Она осмотрелась тем взглядом, каким оглядывают новое помещение.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кулли салху тухрӗ; ҫакна асӑрхасан Ассоль ют ҫынна сӑнаса тӗсенӗ чухнехилле хумханчӗ.Улыбка вышла грустной; заметив это, Ассоль встревожилась, как если бы смотрела на постороннюю.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кулса ячӗ, тахҫан ачалӑхра эрех нӳхрепӗнче пулнӑ чухнехилле — аллине шӑрӑх хӗвеле хирӗҫ ывӑҫ тупанӗпе тытрӗ; унтан шыва шалалла ишсе кӗчӗ те гавань еннелле хӑвӑрттӑн авӑсма пикенчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӑйне чӗннӗрен шутсӑр савӑннӑскер тата Грэй ӑна ахаль чухнехилле мар, шӑпах кӑчӑк туртса йыхӑрнипе хӗпӗртенӗскер — Хин пукан кӗтесне мӑн кӑмӑллӑн пырса ларчӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Илтӗнми сасӑ малай чӗлхи пек ӑнланмалла мар темиҫе сӑмах тата-тата кӑшкӑрчӗ; йӑтӑнса аннӑ чухнехилле — чылай вӑхӑт темӗн янӑрарӗ; библиотека сивлев ҫилпе тата ахрӑмпа тулса ларчӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сӑхманӗн тавӑрӑннӑ аркине ҫил тӑрпалать; шурӑ ҫивӗчӗпе хура шпаги сывлӑшалла тӑсӑлса туртӑннӑ; тумӗн пуянлӑхӗ — вӑл капитан пулнине, ташланӑ чухнехилле кӗлетки хумсен сулӑмне кӑтартаҫҫӗ; шлепкесӗр; вӑл пуҫӗпех хӑрушӑ саманта путнӑ ахӑр, кӑшкӑрать — анчах мӗскер?
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫаксем пурте хӗр ачана асамлӑхпа чӑнлӑх пӗр-пӗринпе хутӑшнӑ-арпашнӑ чухнехилле туйӑнма пуҫларӗҫ.Всё стало казаться девочке смешением сверхъестественного с действительностью.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.