Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫа чухлакан Васька хиртех ҫӗр каҫма юлнин уссине те часах туйса илчӗ.Практичный Васька тотчас же оценил выгодную сторону такой ночевки.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫаксем хайхи иккӗшӗ те ӑна-кӑна чухлакан хастар боецсем.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Санӑн, сӑмахран, Джима катмакпа та чавса кӑларма юрать, ӑсра урӑхла шутласа чӑрманма та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эсӗ нимӗн чухлакан ҫын та мар; мана вара юрамасть, мӗншӗн тесен эпӗ йӗрки-йӑлине пӗлетӗп.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсен тупсӑмне ыттисенчен ытларах чухлакан Микула, ҫак йывӑр вӑхӑтра халӑхсен интересӗсене хутӗлесе, Михха чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак ухмаха тухнӑ вӑхӑтсен пирвайхи ҫулӗсенче нимне уйӑрса илме май пулман, анчах ӑна-кӑна чухлакан акӑлчансем пыра киле мӗнпур ӗҫсен хуҫи пулса тӑнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӗҫе чухлакан ача матросӑн кӑмӑлне кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чухлакан куҫ чӗнмен хӑнан халичченхи пекех хӗрӳллӗ, анчах туртӑннӑ кӳлепи тӑрӑх шалти пӑлханӑвӗн паллисене туйса илме пултарнӑ пулин те, Базаров сӑн-пичӗ ӑна ҫавӑнтах лӑплантарчӗ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑратлӑ лашасене чухлакан ҫын пек, вӑл малтан ӑйӑр ҫине тинкерчӗ, унтан Сергей ҫине пӑхрӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ефим Чернявкинӑн пурне те чухлакан куҫӗсем часах ҫак вырӑна кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Пӑхма ҫивчӗ, чухлакан ҫын пек туйӑнать, анчах ҫапӑҫура мӗнлине — курӑпӑр.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лайӑх чухлакан ҫын пек, Квейс Черньӑна пӑхкаласа илчӗ, — йытӑ хырӑмӗпе хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ.Глазом знатока Квейс осмотрел Черню — он медленно поворачивался животом на запад.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑна-кӑна лайӑх чухлакан Васятка Марийка мӗнле асапланнине курать, Андрей пирки шухӑшласа асапланать вӑл.Сметливый Васятка видел, как мучилась Марийка, думала постоянно об Андрее.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чухлакан кашни Кавказ ҫыннишӗнех вӑл ҫапах та салтак салтаках пулнӑ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ван Цзю кинемей, нумай пурӑнса курнӑ эс, чухлакан куҫупа пӑх-ха луччӑ, мӗн пулнӑ ӑна?Но лучше бы ты взглянула, бабушка Ван! Ты уже в годах, многое повидала на своем веку. Что с ним?
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Шухӑшлама чухлакан ӗретлӗ ҫынсем Щедрина та, Тургенева та, темӗн те пӗр Боклей таврашсемпе ытти-мӗнсене те вулаҫҫӗ, ҫавна вара парӑннӑ вот, тӳснӗ…
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, пирӗн учительсем Тургеневпа Щедрин тӑрӑх вӗренсе ӳснӗ, шухӑшлама чухлакан, май мар ӗретлӗ этемсем, апла пулин те ялан калушпа та зонтикпа ҫӳрекен ҫав пӗчӗкҫӗ этем пӗтӗм вунпилӗк ҫул хушши пӗтӗм гимназие хӑйӗн аллинче тытса пурӑнчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗп театр ертӳлӗхӗпе артистка поэзи каҫӗсем ирттерме тунӑ килӗшӳсем, сӑвӑ-юрӑ каҫӗсем валли директорсенчен, илемлӗх ертӳҫинчен ирӗк ыйтнӑ хутсем чухлакан ҫынна нумай япала ҫинчен каласа параҫҫӗ.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Чухлакан ҫын кунта пысӑках мар авиаци чаҫӗн команднӑй пункчӗ вырнаҫнине тавҫӑрса илме пултарнӑ.Здесь опытный глаз сразу угадал бы командный пункт небольшой авиационной части.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Радиотехникӑна кӑштах чухлакан Гвоздев наушниксен ӑшӗнче темскер улӑштаркаларӗ те, халӗ вӗсем пӗтӗм палатӑна илтӗнмелле ҫухӑрчӗҫ, юрларӗҫ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950