Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чуптӑвать (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӑра Радда манӑн арӑм пулать те мана ачашлать, чуптӑвать, ҫавӑнпа манӑн вара сире юрӑсем те юрласа кӑтартас килми пулать, хамӑн ирӗклӗхшӗн те хуйхӑрас ҫук эпӗ!

А потом она станет моей женой и будет ласкать и целовать меня, так что уже мне и песен петь вам не захочется, и воли моей я не пожалею!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Штольц хӗл каҫма ялтан килсен кӑна вӑл ун килне ыткӑнать те Андрей ҫине ытарайми пӑхать, ӑна ҫепӗҫҫӗн савса ачашлать, вара Андрей Иваныча тем калӗччӗ, тав тавӗччӗ, юлашкинчен, хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах, йӑлтах ӑна каласа парӗччӗ: Штольц ӑнланӗччӗ, анчах Агафья Матвеевна каласа пама пӗлмест, Ольга умне ыткӑнать ҫеҫ, ун аллине чуптӑвать те ҫав тери хурланса йӗрсе ярать, Ольга та ирӗксӗрех унпа пӗрле макӑрса ярать, Андрей вара пӑлханса, васкаса пӳлӗмрен тухать.

Только когда приезжал на зиму Штольц из деревни, она бежала к нему в дом и жадно глядела на Андрюшу, с нежной робостью ласкала его и потом хотела бы сказать что-нибудь Андрею Ивановичу, поблагодарить его, наконец, выложить пред ним все, все, что сосредоточилось и жило неисходно в ее сердце: он бы понял, да не умеет она, и только бросится к Ольге, прильнет губами к ее рукам и зальется потоком таких горячих слез, что и та невольно заплачет с нею, а Андрей, взволнованный, поспешно уйдет из комнаты.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Инкӗшӗ ӑна питӗнчен икӗ пӳрнипе тытать те, ҫамкинчен чуптӑвать, Ольга инкӗшӗн аллине чуптӑвать; лешӗ вара каять, ку юлать.

Тетка возьмет ее двумя пальцами за обе щеки, поцелует в лоб, а она поцелует руку у тетки, и та поедет, а эта останется.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле чуптӑвать!

Какой поцелуй!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл чуптӑвать мана.

Она целовала меня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Именерех пӑхать вӑл ман ҫине, аллӑма шӑлать, чуптӑвать.

Он робко смотрит на меня, гладит по руке, целует.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Розалия Наумовна юлашки хут аппӑшне чуптӑвать.

Розалия Наумовна в последний раз целует сестру.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыталать, чуптӑвать мана Денис Васильевич Давыдов.

Крепко обнимает и трижды целует меня Денис Васильевич Давыдов.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

45. Эсӗ Мана чуптумарӑн, вӑл мӗн Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑрах чуптӑвать.

45. ты целования Мне не дал, а она, с тех пор как Я пришел, не перестает целовать у Меня ноги;

Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Кивҫен иличчен вӑл параканӗн аллине чуптӑвать, ыйтнӑ чухне сассине ҫемҫетсе калаҫать; 6. тавӑрса парас тапхӑр ҫитсессӗн вара вӑхӑта тӑсса пырать, йӗрмӗшсе калаҫать, парӑмне памалли кун ҫитнӗшӗн ӳпкелешет.

5. Доколе не получит, он будет целовать руку его и из-за денег ближнего смирит голос; 6. а в срок отдачи он будет протягивать время и будет отвечать уныло и жаловаться на время.

Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней