Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чее сăмах пирĕн базăра пур.
чее (тĕпĕ: чее) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарантьев ҫивӗч те чее ӑслӑ ҫын; пурнӑҫри мӗнле те пулин ыйтӑва е пӑтрашуллӑ суд ӗҫне никам та унран лайӑх татса пама пултараймасть: вӑл кирек мӗнле ӗҫре те мӗн тумаллине ҫийӗнчех палӑртса хурать те, хӑй шухӑшне питӗ чеен ҫирӗплетсе кӑтартать, юлашкинчен тата, ялан тенӗ пекех, хӑйпе пӗр-пӗр ӗҫ пирки канашлакан ҫынна вӑрҫса тӑкать.

Тарантьев был человек ума бойкого и хитрого; никто лучше его не рассудит какого-нибудь общего житейского вопроса или юридического запутанного дела: он сейчас построит теорию действий в том или другом случае и очень тонко подведет доказательства, а в заключение еще почти всегда нагрубит тому, кто с ним о чем-нибудь посоветуется.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…

Мне нравилось, оставшись одному, лечь, зажмурить глаза, чтобы лучше сосредоточиться, и беспрестанно вызывать в своем воображении ее то суровое, то лукавое, то сияющее нежной улыбкой лицо, ее молодое тело, выросшее в приволье старого бора так же стройно и так же могуче, как растут молодые елочки, ее свежий голос, с неожиданными низкими бархатными нотками…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӗсемпе сӑмахланӑ май чее куллине сухалӗ ӑшне пытарать.

Говорит им что-то, пряча лукавую улыбку в бороду.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Сӑнӗ унӑн чее кулӑпа ҫуталса илет, пит ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем хускалса илеҫҫӗ.

Взгляд становится лукавым, и морщинки лучиками разбегаются к вискам.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Чее ача кукамӑшне улталамаллине лайӑх пӗлнӗ: кукамӑшӗ кукашшӗне, тӗрӗк вӑрҫин геройне питӗ хисеплет, ҫав вӑхӑтрах Петяна та хытӑ юратать.

Хитрый мальчик отлично понимал, на какую наживку легче всего клюнет добрая старушка, одинаково сильно чтившая память дедушки, героя турецкой кампании, и любившая Петю, своего старшего внучка.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ирхине вӑл пӗр чее шухӑш тытрӗ.

Утром он решился на тонкую хитрость.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

У, чее!

У, хитрый!

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тата вӑл питӗ чее!

И, главное, хитрый!

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Шӑт-шӑтӑк! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те чее ача, шаккамалли патак патне хӑвӑрт чупрӗ.

— Дыр-дыра! — отчаянно закричал хитрый мальчик и кинулся к палочке-стукалочке.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сӑмах та ҫук, ҫутҫанталӑк чее.

Нет слов, природа хитра.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ мӗнле чее вӑл скумбри.

Ишь какая хитрая скумбрия!

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсӗ мӗн тери чее иккенне пӗлмеҫҫӗ-им?

Думаешь, я не знаю, какая ты хитрая?

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ох, чее те-ҫке эс, Сима!

— Ох, ты хитрая, Сима!

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл чее ӗҫ мар.

Это нехитрое дело.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эп сивӗрех пултӑм, вашаватлӑ та ҫӗлен пек чее пултӑм.

Я стал холоден, любезен и хитер, как змея.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах варахпа манӑн пуҫа пӗр чее шухӑш килсе кӗчӗ.

Но потом одна хитрая мысль пришла мне в голову.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта питӗ чее пулмалла.

Тут надо быть деловым человеком.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Причалин — чее якатмӑш, ҫӗлен-калта вӑл, Симочка, пушӑ куҫлӑ.

Причалин — гад и проныра, он, Симочка, пустоглазый.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кутузовӑн пӗччен куҫӗ экран ҫинчен чее пӑхать.

Хитро поглядывал с экрана умный глаз Кутузова.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл пирӗн ҫине, пурин ҫине те, чее куҫпа йӑлтӑр кӑна пӑхса илчӗ те каллех салхуланчӗ.

Лукаво оглядел нас всех и снова нахмурился.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней