Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарчӗ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сюльдяшов ун хыҫҫӑнах Чулхула кӗпӗрнатӑрӗ патне, ҫар ыйтса, ҫын ячӗ, помещиксене вӗлерме чарчӗ, хӑй тин кӑна тупа туса тӳрӗпе пурӑнма сӑмах панине манса, государь-император ҫыннисене тӗрмене хупма хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вилӗм ҫинчен тек калаҫар мар, — чарчӗ ӑна Ишмук.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан чар-ха, итлесе пӗтерер, — чарчӗ ӑна юнашар тӑраканни.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— И-и, вӑл ӗлӗк пулнӑ, — чарчӗ ӑна тахӑшӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав сасси чарчӗ ӑна.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑ, малта ял курӑна пуҫларӗ мар-и, — чарчӗ вӗсене Атлай текенни.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малти юланутҫӑ — чӑп-чӑмӑр питлӗ хӗрлӗрех сӑнлӑ, хӗр пек чипер те каҫӑр сӑмсаллӑ ҫамрӑк — тимӗр-кӑвак утне чарчӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӑв пуяну ҫинчен калама йӑлӑхтармарӗ те-и? — сиввӗн чарчӗ ӑна Аҫтӑрхан.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах патька-патша ӑна тытса чарчӗ те ватӑ килхуҫи енне ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӑхта-ха, — чарчӗ ӑна Хусанкка, — кирлӗ мар, эпир хамӑрах картишне тухӑпӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим-ха, чим, — чарчӗ Пӑкачав Хусанккана.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна хуҫи тытса чарчӗ, тӑрӑ мар шывра юмӑҫсем тем курнӑ пек пӑхса асӑрхас тенӗн, юхан хумсем ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — хӗрсех пыракан тусне чарчӗ Карлай.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫур километр пек кайсан, взвода чарчӗ те дозорта пыма тӑватӑ партизана уйӑрчӗ: вӗсенчен иккӗшӗ малта, иккӗшӗ взводӑн икӗ енче пымалла.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ тепӗр татӑк та ҫиме хатӗрччӗ, анчах Кирук ӑна чарчӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унта ҫитсен, шофер автобусне тӑпах чарчӗ.

Помоги переводом

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Тем ытла салху ҫӳретӗн ку хушӑ, — чарчӗ мана урампа юлташӑм.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Анчах аппа чарчӗ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ну чӑпӑл тӑватӑп халӗ ку хӗре!» — «вӗри пӑнчӑ лартрӗ» вӑл ӑшӗнче, вара машинине чарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней