Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗҫпе (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗҫпе те вутпа чӑвашсене тӗне кӗртетчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗлхепе мар, хӗҫпе тӑшман пуҫне касмалла.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Таймапуҫпа килни хӗҫпе килни мар.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмахри Иван та, ҫӑварӗсенчен вут-ҫулӑм пӗрӗхтерекен ҫӗленӗн вун икӗ пуҫне хӗҫпе ним мар касса татакан, шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хулпуҫҫирен хӗҫпе каснипе суранланнӑ Виктор тахӑшӗ хӑйӗн аллинчи плаката туртса илме хӑтланнине туйрӗ.

Виктор, раненный саблей в плечо, почувствовал, что у него из рук рвут плакат.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрӑ-хурахсем уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, Лаврский йышши ваккатсем унӑн пуянлӑхне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ, полиципе казаксем унӑн ӗҫне ӗҫлеме халӑха хӗҫпе те пӑшалпа юнаса, ирӗксӗрлесе хӑвалаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫичӗ ютран хӗҫ йӑтса килекенсене вырӑссем яланах хӗҫпе кӗтсе илнӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердейпе Али-Акрама чиксе пӑрах та хӑвна мӑйран хӗҫпе сӗр.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир йышлӑн, пурсӑра та хӗҫпе вакласа тӑкатпӑр!

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене хӗҫпе ваклать кӑна.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫакӑ, — вӑл хӑйӗн хыҫӗнче воевода сапарне — тимӗр кӗпине — тытса пыракан юлан ут ҫинелле кӑтартрӗ, — пӗтӗм вӑйран хӗҫпе туртса та ҫапрӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӑл пӗр ҫынна та касса пӑрахаймарӗ, икӗ пӑлхавҫӑ ӑна пӗр харӑс сӑнӑпа ҫаклатса ҫӗре ӳкерчӗҫ, тепри пӗшкӗнсе хӗҫпе туртса ҫапрӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫ пуррисем хӗҫпе касаҫҫӗ, тӗкӗрҫӗсем ытла ҫывӑха пымасӑр ухӑпа тӗллесе переҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫкӗ пӗтсен эп сана, Сарри, Хусан шывӗ хӗррине хӗҫпе ҫапӑҫма чӗнетӗп.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн кӗнине хӗҫпе вакласа сӑнӑсемпе каялла ывӑтса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан, Мускав та Чулхула Хӗҫпе, ак, чӗрӗп пек шӑртланчӗҫ, Кӳреннисем пит ӑншӑртланчӗҫ — Кун ҫук Пугачева пула.

Помоги переводом

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Халиччен Мускав тӑшманӗ пулнӑ этем, ҫармӑс сим пылне ярӑнтарма юратакан Темир турхан, итле: ху тӳрӗ кӑмӑлпа Мускава килсе пулӑшу ыйтнине кура эп сана хӗҫ шанса патӑм, анчах эсӗ ку хӗҫпе тек мана хӑмсармастӑн пулӗ тетӗп, унпа эсӗ хамӑр тӑшмана — Сафа-Гирее хирӗҫ ҫапӑҫатӑн пулӗ тетӗп.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта вӑл каҫ чӑн-чӑн вӑрҫӑ пулнӑ иккен, тӑватӑ ҫынна хӗҫпе касса вӗлерсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сире хӗҫпе хӑлаҫланса пултӑр, часрах вӑрҫӑ пуҫламалла тесе кӑшкӑрашса пултӑр.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней