Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳртрен шалтан ҫавӑн чулшар курӑнать те, кантӑк ҫумнерех пырса пӑхсан пур япалана та пайӑн-пайӑн мар, пӗтӗмшерӗн курма пулать пуль тесе Янтул пӗррехинче пуҫне чӳрече ӑшне чалӑштарса чикнӗччӗ те кӑшт ҫеҫ хӗсӗнсе ларманччӗ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унта пурнӑҫ хӗсӗнсе ҫитсен вулӑс кантурӗсем тӑрӑх тухса карӑм.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кам та пулсан кӑшт айӑпа лексен — тутара ертсе каять, пурнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет — тутара…Как попадет кто в беду — уводит к татарам, прижмет нужда кого — айда в татары…
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр юман хӑвӑлне кӗрсе хӗсӗнсе ларнӑ тет те — ни каялла, ни малалла тухайман…
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӗр кун йывӑҫ хӑвӑлӗнче хӗсӗнсе, сывлама хӑраса пурӑниччен пӗр кун ирӗккӗн пурӑнса курасчӗ, чун ҫунатне пӗтӗм анлӑшӗпе сарса ярасчӗ.
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ара, сехри хӑпнипе часрах кӗлет айне чӑмнӑ та, савӑл пек хӗсӗнсе ларнӑ».— Да чего не сделаешь со страху, нырнул с перепугу и застрял, как клин в расщелине.
Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Мӗнле ун пекех хӗсӗнсе ларнӑ вара вӑл?»
Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Хӗсӗнсе лартӑм, — тет.
Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ахаль те хӗсӗк пурнӑҫӗ пушшех хӗсӗнсе пынӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулла шыва кӗнӗ чухне унта ачасем ишетчӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӑл никама та кирлӗ мар, ак хӗлле кӳлӗ шӑнса ларӗ те, кимӗ ҫаплипех чалӑшшӑн пӑр хушшине хӗсӗнсе юлӗ.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тата темиҫе кунран кремльти йышӑнура Алексей Федорович Адашев таҫта кӗтесре кӑна хӗсӗнсе тӑчӗ, калаҫӑва хутшӑнмарӗ те.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗрекере ларма вӗреннӗ ҫын шӑпӑр шӑтӑкӗнче хӗсӗнсе тӑма юратакан мар.
10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.
Троллейбусран тухса ӳкнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33207.html
Кам пӗлет, тен, пурӑна-киле ҫемье тата хушӑнса пырӗ, тем тесен те ку йышпа пӗр килте хӗсӗнсе пурӑнма май ҫуках.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӗнӗ пек чӳречерен хӗсӗнсе кӗнӗ ирхи хӗвел ури пӳртре ҫӳп-ҫӳхе ылтӑн кашта евӗр ҫакӑнса тӑрать.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫын нумай пулнипе хӗсӗнсе иртсе кайма тиврӗччӗ.Поскольку людей было очень много приходилось протискиваться через толпы.
Чӗрчунӗ хирӗҫ кӗтессе хӗсӗнсе ларчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Павлуш чӗркуҫҫи ҫине нихҫан та ларса курманскер, пӗчӗкскер, парта хушшине хӗсӗнсе ларчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗскӗн чӑваш чунне кӑшт хӗсӗнсе лармалӑх вырӑн пулсан та ҫитӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ик хура куҫӗсем тарӑн лакӑмсенче, ҫӑмламас куҫ харшийӗсем айӗнче хӗсӗнсе вырнаҫнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.