Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗсӗнсе (тĕпĕ: хӗсӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вырӑнта «чӑштӑр-чӑштӑр чӑштӑртакан хӑмӑшри» тайлӑк-тайлӑк икӗ арҫын калаҫӑвӗ самантлӑха ҫӗрӗк пӗренесем хушшине хӗсӗнсе ларчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Полина хӑлхине ҫеҫ ан кӗтӗрччӗ тата ку айванла ӑнсӑрт», — ял кулли пуласран ҫеҫ мар, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫсӑр пуҫне ниме те ӗненмен юратнӑ хӗрӗ умӗнче тӑрпалтая, шулапи витӗнмен тӑрная юласран шикленсе те хӗсӗнсе илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен хушшине округри тӗп больница тухтӑрӗ Наталья Борисова «хӗсӗнсе» кӗме пултарчӗ.

Помоги переводом

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Пирӗн хушша сутӑнчӑк ҫын хӗсӗнсе кӗчӗ пулсан, вӑл пирӗнтен вӗҫерӗнеймест!

Если среди нас затесался предатель, ему не уйти от наших рук!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳречерен хӗсӗнсе кӗрекен хӗвел пайӑркисем ҫанталӑк лайӑх тӑрасса систереҫҫӗ: ӗнтӗ йывӑҫсем кӑчкӑ кӑлараҫҫӗ, симӗс курӑк тапса тухать, хаваслӑ шӑнкӑрчсем юрра шӑратаҫҫӗ…

Лучи солнца, бившие в щели ставен, так много сулили: почки, вылезающая из земли трава, трели жаворонков…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурнӑҫ ытла та хӗсӗнсе ҫитнӗ самантсенче, выҫлӑ-тутлӑ кунсенче, Лавр час-часах ашшӗ сӑмахӗсене аса илкелерӗ:

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫур пус укҫа та ҫичӗ чул айӗнчен хӗсӗнсе тухать…

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хулари пурнӑҫ ялтинчен те ытларах хӗсӗнсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унӑн ахаль те кӑрӑсрах пурнӑҫӗ икӗ уйӑх хушши хӑйӗн шалӑвӗнчен ҫуррине оборона фондне парса тӑнӑ чух пушшех хӗсӗнсе ҫитрӗ, ҫапах, Марья Ивановна пулӑшнипе, Таня аптрасах ӳкмерӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кулленех хӗсӗнсе пыракан пурнӑҫ икӗ тӑлӑха, чӑваш хӗрарӑмӗпе вырӑс хӗрне, тӑвансем пек пӗрлештерчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Виҫӗ кӗҫӗн хӗрӗ пӗр кӗтесе хӗсӗнсе макӑрма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, ҫынсен хушшипе хӗсӗнсе, хушпу тенкисене чӑнкӑртаттарса, малалла утрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, алӑка ерипен хупса, сулахай еннелле хӗсӗнсе тӑчӗ, ыттисемпе пӗрле ним шухӑшсӑр сӑхсӑха пуҫларӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Айккинче ҫӳрекем ҫамрӑксем те, васкавлӑн пырса, вӑйӑ картине хӗсӗнсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳссе тӑраймарӗ вӑл, каччине ҫывӑхран курас тесе, малти рете хӗсӗнсе тухрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл вырӑнӗ ҫинчен асӑрханса тӑчӗ, кӗсйинчи электрохунарне тытса пӑхрӗ, пӗр сасӑ тумасӑр ерипен картишне тухрӗ, подвал алӑкӗн ҫӑрине уҫса кӗчӗ, шалтан ҫаклатса, хунарӗпе ҫутатрӗ, алӑк хыҫӗнчи тимӗр кӗреҫене илчӗ те тӗрлӗрен пичкесемпе ещӗксем хушшипе хӗсӗнсе, малалла иртрӗ, тепӗр енчи кӗтесе ҫитсен, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе ларчӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тахӑш самантра алӑк сулли урлӑ каҫма ӗлкӗрнӗ Сергей чи малтанах пӳрт кӗтессинерех хӗсӗнсе тӑнӑ Хрестука курчӗ.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр сасси те ҫав тӗнӗ шӑтӑкӗнчен хӗсӗнсе тухать.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑсатса яраймӑн-и вӗсене? — терӗ Захар Петрович, алкум кӗтесне хӗсӗнсе тӑнӑ хӗре.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, кӗтесе хӗсӗнсе тӑнӑ иккен Сергей.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней