Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Иккӗленекенсене хӗрхенӗр; 23. теприсене вут-ҫулӑмран туртса илсе ҫӑлса хӑварӑр; хӑшӗсенчен вара, вӗсене хӗрхеннӗ чухне те, сыхланӑр, вӗсенӗн ӳтпе ирсӗрленнӗ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Ачамсем, саккуншӑн хытӑ тӑрӑр, аттемӗрсен халалӗшӗн хӑвӑр пурӑнӑҫӑра та ан хӗрхенӗр.50. Итак, дети, возревнуйте о законе и отдайте жизнь вашу за завет отцов наших.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ: 9. ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр; 10. тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ тӗкӗрҫӗ ӑна уххипе тӗллетӗр, вӑрҫӑ тумтирне тӑхӑнтӑр; унӑн яш ачисене ан хӗрхенӗр, унӑн пӗтӗм ҫарне пӗтерсе тӑкӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӳршисем, унӑн ятне пӗлекенсем, пурте ӑна хӗрхенӗр: «хӑват туйипе мухтав туйи хуҫӑлсах анчӗ!» тейӗр.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вилнишӗн ан йӗрӗр, ӑна ан хӗрхенӗр; тыткӑна каяканшӑн йӗрӗр, хурланса йӗрӗр: вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнаймӗ, тӑван ҫӗршывне кураймӗ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта килӗр; 20. хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.