Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрринчи сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрринчи (тĕпĕ: хӗрринчи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхри тата ҫул хӗрринчи ялсенчен вырӑссем пуринчен ытла выльӑх апачӗ — утӑпа сӗлӗ — турттарчӗҫ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче «ушкуйниксем» ҫӳллӗ сӑрт патне, вӑрман хӗрринчи хӳтӗ вырӑна пырса тухрӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем хан ҫыран хӗрринчи кимӗсене пуҫтарма хушнине асра тытрӗҫ — тӑвалла хӑпарнӑҫемӗн вак кимӗсен шучӗ ӳсрӗ, шыв ҫинчи ҫар темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлчӗ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл хӗрринчи пӗрремӗш ялтах мӑрса хӑй паллакан пуян ҫармӑс патне кӗчӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урак ялӗнче юлан утсем тӳрех Атӑл хӗрринчи каҫӑ патне анчӗҫ.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урак вӑл Атӑл хӗрринчи ял.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла пӗр эрне каялла вӗсем виҫҫӗн — хуҫапа арӑмӗ тата вӑл — Атӑл хӗрринчи пӗр ялтан таврӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул хӗрринчи упасарри хушшинчен тепӗр кӑвакал ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри ҫыннисене курсан вучах йӗри-тавра ахлатса выртакан пӑлхавҫӑсем савӑнса кайрӗҫ: кусем, юри килнӗскерсем, пӑрахса хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, пурне те Мӗша хӗрринчи яла илсе ҫитереҫҫӗ терӗҫ пулас.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырма хӗрринчи тутар ялӗнче мӑрсасем чи малтан хӑйсене кирлӗ ҫынсене, кунти пӑлхавӑра ертсе пыракан Янчурапа Элӗке, шыраса тупрӗҫ.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайбулка текен шыв хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗрсе вӗсем унти ӑстасем мӗнле ӗҫленине те чылайччен сӑнаса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атӑл хӗрринчи ялсене кайрӗ, — терӗҫ тарҫӑсем.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхана темле улталаса та, суйса та пулин кӗрсе тухатех вӑл Сӗве хӗрринчи ҫав яла.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мускав шывӗ хӗрринчи Раменски ялӗ санӑн вӗт-ха вӑл, буярин?

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кунта чарӑнмасан май ҫук, — терӗ Ахтупай ҫурӑм хыҫӗнчи хутаҫне ҫул хӗрринчи юман кутне ывӑтса.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ашшӗ Ту енчи ҫынсене Сӑр хӗрринчи ҫӗнӗ хулӑра вӑтӑр ҫул каяллах шӑрт хучӗ панӑччӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫыран хӗрринчи воевода» Айдар Волжанин ӑна Крым ҫыннисем Ҫурҫӗр Донец урлӑ каҫни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усрасса та аякран килнӗ элче Мускав шывӗ хӗрринчи чаплӑ ҫуртра усрарӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Байтеряк элчӗ Юсуф шӑллӗ Исмаил ӗлӗкхи пекех Мускав майлӑ пулни, вӑл пиччӗшӗ Хусан ӗҫӗсене хутшӑннипе пачах килӗшменни тата Атӑл хӗрринчи нухайсемпе вырӑссем хушшинчи суту-илӗве вӑйлатса пыма хатӗрри ҫинчен шантарса каларӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф ҫыннисем пилӗк ҫӗр ҫынлӑ отрядпа ӑна тутарсен Атӑл хӗрринчи шӗкӗр хулине илсе пынӑ, ак сан валли хӑтлӑ вырӑн, ыр курса пурӑн, анчах пире ан ман тесе престола лартнӑ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней