Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атӑл хӗрринчех бульвар, сад, фонтан, садра — чӑвашсен чаплӑ поэчӗн палӑкӗ…
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫав вӑрман шыв хӗрринчех ларать.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫак фестивальте кирлӗ мар пулса тухнӑ 1000 ытла вилӗ дельфина экскаваторсемпе шӑтӑк чавса ҫыран хӗрринчех эрне хушшинче пытарнӑ.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
— Эх, Актай, пӗлесчӗ сан, вӑрманта мӗн тери ырӑ, ферма кӳлӗ хӗрринчех.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Чугун ҫул хӗрринчех бомбӑсем ухлатса ҫурӑлма пуҫларӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗнӗ утар Хуравай кӳлӗ хӗрринчех, пӗр ҫырма сӑмсахӗнче вырнаҫнӑччӗ.
Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.
Хурашыв хӗрринчех Стасик ытамне лекнӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Завьялов унран лерех, тинӗс хӗрринчех, ҫыру илнӗччӗ-ха.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хирте, ҫул хӗрринчех, тулли халӑх.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Уй хӗрринчех.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫурт-музейпа самолетсем ларакан пысӑк мар павильон малтан Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчех ларатчӗҫ.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Аякра Сурӑм хӗрринчех сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳрет.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Пӗр юпи пӗве хӗрринчех те, ун ҫути вӗтӗ-вӗтӗ хумсем ҫине кӗмӗл тӗпренчӗкӗсем пек тӑкӑннӑ.
XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шутламанччӗ те юнашарах, хула хӗрринчех, ҫынсем пылчӑк нушине ҫапла тӳсеҫҫӗ тесе.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кал-кал туса лартма май та пурччӗ ҫав ку ҫурта: ытла кӑткӑс объект мар вӑл, ҫитменнине тата — аслӑ ҫул хӗрринчех: йӗпе-сапа ҫанталӑкра та ӑна-кӑна турттарса пыма меллӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эпӗ вӑрман хӗрринчех уйрӑммӑн ларакан шурӑ хурӑн айне вырнаҫрӑм та ӗҫлеме пуҫларӑм.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ялӗ — Атӑл хӗрринчех, пӗр икҫӗр-виҫҫӗр утӑмра кӑна.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Вӑл сӑнанӑ тӑрӑх, чӑваш ҫӗршывӗнче кашни ҫырма хӗрринчех ял пур.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хусанкка тӑванӗн ҫурчӗ ял хӗрринчех пулчӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Садран инҫех те мар ҫап-ҫутӑ кӳлӗ, кӳлӗ хӗрринчех йӑмрасем.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.