Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтаксем пӗр-пӗринпе, ҫӗр чавалакансемпе, килхуҫин рабочийӗсемпе ҫапӑҫатчӗҫ, хӗрарӑмсене хӗнетчӗҫ.Дрались солдаты друг с другом, с землекопами, рабочими домохозяина; били женщин.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мӑшкӑланинчен пит те тарӑхмалла; эпир ҫав мӑнтӑр каччӑна юратмастӑмӑр, вӑл яланах ача-пӑчасене усал япаласем тума хӗтӗхлетчӗ, вӗсене хӗрсемпе арӑмсем ҫинчен ирсӗр элексем кала-кала кӑтартатчӗ, хӗрарӑмсене мӑшкӑлама вӗрентетчӗ, ачасем вӑл каланине итлетчӗҫ, вара ҫавӑншӑн хӑйсене хыттӑнах леккелетчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пысӑк каччӑсем тата мужиксем те хӗрарӑмсене юратса пӑрахнисене эпӗ, паллах, пӗлеттӗм, тӳррӗн каласан, вӑл мӗне пӗлтернине те пӗлеттӗм.Я, конечно, знал, что большие парни и даже мужики влюбляются, знал и грубый смысл этого.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмсене те, ачасене те вӗлереҫҫӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Темиҫе сӑмахпа вӑл трюма шыв ӑнсӑртран ҫеҫ кӗни ҫинчен хӗрарӑмсене пӗлтерчӗ, уҫӑ тинӗсре хӑрушлӑх пысӑках пулма пултараймасть терӗ; лешсем тинех лӑпланчӗҫ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Ку хӗрарӑмсене мӗншӗн хӑйсемпе сӗтӗрсе ҫӳреҫҫӗ-ха вӗсем?
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уйрӑмах вӗсем юлашки уйӑхра урса кайрӗҫ, партизансем майлисене ҫеҫ мар вӗлереҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсем харкашса е судлашса пурӑннӑ кӳршӗсене те, хӑйсене парӑнман хӗрарӑмсене те, яла хӑйсен тӑванӗсем патне апат-ҫимӗҫ илме килекен хула ҫыннисене те касса-чиксе вӗлереҫҫӗ; сехетшӗн, авторучкӑшӑн, пушмакшӑн, пальтошӑн, портфельсемшӗн те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ал айне лекнисене пурне те вӗлереҫҫӗ; картла вылянӑ чухне тата ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ те пӗр-пӗрне персе пӑрахаҫҫӗ…
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хам паллакан хӗрарӑмсене е уйрӑмах качча кайнисене юратса пӑрахсан, эпӗ Сонечкӑпа курнӑҫнӑ чухнехинчен пин хут ытларах иментӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя икӗ ҫул ӗнтӗ пысӑк ҫын вырӑнӗнче шутланать, хӑй тӗл пулакан мӗнпур чиперкке хӗрарӑмсене юратса пӑрахать; анчах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнакан, кунран кун чиперленсе пыракан Катенькӑпа вӑл кашни кунах курнӑҫать пулин те, ӑна юратса пӑрахас шухӑш ун пуҫне пырса та кӗмен.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ сасартӑк хӗрарӑмсене, уйрӑмах Соньӑна, курайми пулса ҫитрӗм; эпӗ хама: ку вӑйӑсенче нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук, вӗсем хӗрачасене кӑна килӗшӳллӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм, манӑн ҫав тери ашкӑнассӑм килчӗ, мӗн те пулин пурне те тӗлӗнтермелли тӑвасшӑн пултӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн урисене пысӑк хака хуни палӑрсах тӑрать: урисем хӗрарӑмсене ытармалла мар кӑмӑла каяҫҫӗ, тесе шутлать, ҫавӑнпа, ахӑр, вӗсене чи курӑнмалли вырӑна тӑсса хурать, тӑнӑ чухне те, ларнӑ чухне те яланах ури хырӑмне хускаткалать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑка питӗрнӗ чух: — Хӗрарӑмсене флота илмелле мар та-ха. Мӗн тӑвас тетӗн, илес пулать ӗнтӗ. Унсӑрӑн ҫухӑрашма тытӑнать, илтес килмест. Командӑра та ҫынсем ҫителӗксӗр, — терӗ вӑл мана пӑшӑлтатса.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Юра ҫӗҫӗпе чавса тарӑн та ансӑр шӑтӑк тумалла, — пуҫласа сунара тухнӑ хӗрарӑмсене ӑнлантарать Вияль, — шӑтӑка капкӑн сӑнчӑрӗ вӗҫӗнчи патака хумалла.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вияль ултӑ йытӑ ҫеҫ кӳлнӗ ҫӑмӑл нартӑпа, пӗр сунар вырӑнӗнчен теприн патне куҫса ҫӳресе, хӗрарӑмсене капкӑна мӗнле ҫирӗплетсе лартмаллине кӑтартать.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Паянах хӗрарӑмсене пух.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Каллех хӗрарӑмсене пухатӑп та, астӑватӑн-и, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек, поляр тилли тытма каясси ҫинчен каласа паратӑп.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Йытӑ ҫӑвӑрласанах, хӑйӗн тарҫисене ялсем тӑрӑх кӑларса яратчӗ те, лешсем вара ача ӗмӗртекен чи патвар ҫамрӑк хӗрарӑмсене сӗтӗрсе килетчӗҫ, Залимхан вӗсем патне тухатчӗ те йытӑ ҫурисене хӑй аллипе хӑй валеҫсе паратчӗ: кашни хӗрарӑма икшер ҫура.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Бурмистров хӑйне слобода ҫыннисем хисепленипе питӗ хытӑ пӑсӑлса кайнӑ, анчах ҫынсем ӑна тата ытларах хисеп тӑвасса кӗтет, ҫавӑнпа та ӗнтӗ, чунне ҫырлахтараймасӑр, халь тӗлӗнмелле тискеррӗн курнӑҫланать: ҫийӗнчи кӗпи-тумне ҫуркаласа пӗтерет, слобода тӑрӑх ҫурма ҫарамас ҫӳрет, тусанпа пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса вырткалать, кушаксемпе йытӑсене тытса чӗрӗллех пусӑсенчи шыва пӑрахать, арҫынсене хӗнет, хӗрарӑмсене кӳрентерет, кӑшкӑрашса намӑс юрӑсем юрласа ҫӳрет, вӑрӑ-хурахла шӑхӑрать, ҫапла унӑн яштак кӗлетки ҫын куҫне курӑнман йывӑрлӑх айӗнче авкаланать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак улшуҫ, сӑмсасӑр адониссемшӗн, ҫӗнӗ антикӑсемшӗн тата кивӗ картинӑсемшӗн нумай тупӑш илнипе лӑпланаймасӑр, пушӑ вӑхӑтра арҫынсемпе хӗрарӑмсене явӑҫтарас ӗҫе туса пынӑ, ку ӑна кӑмӑла кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.