Поиск
Шырав ĕçĕ:
хӑтланнӑшӑн (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Носилка умӗнчех вӑл пӗр хусканмасӑр кӑшт ҫеҫ йӑлкӑшса кулакан полк командирӗн ҫамрӑк сӑнне курчӗ, унпа юнашарах — штаб начальникӗн сарлака та хӗрлӗ, тарланӑ пичӗ тата БАО начальникӗн тулли те шурӑ сӑнлӑ пичӗ курӑнчӗҫ, — формалистла хӑтланнӑшӑн тата ытла хытӑ пулнӑшӑн, БАО начальникне Алексей тӳсме те пултарайман.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пуҫне усрӗ, пирвайхи тапхӑрта хирӗҫ нимӗн калама пӗлмесӗр тӑчӗ, унтан ҫапла каларӗ: — Мӑнаккам, эпӗ ҫапла хӑтланнӑшӑн кулянатӑп… анчах эпӗ шухӑшласа пӑхманччӗ.
19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хальтерех ҫеҫ хӑпартланса кайни пусӑрӑнчӗ, Томпа Джо ирӗксӗрех хӑйсене ҫывӑх ҫынсем ҫинчен астуса илчӗҫ, анчах вӗсем ҫавӑн пек мыскаралла хӑтланнӑшӑн питех савӑнас та ҫук пулӗ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
20. Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем ултавлӑ хӑтланнӑшӑн ҫак ҫӗре пушхир тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.8. И сделаю эту землю пустынею за то, что они вероломно поступали, говорит Господь Бог.
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.