Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑрать (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тигр — пит чее тискер кайӑк, нихҫан та «канар-ха» тесе каламасть: упа ӑна илтсе хӑй те канасран хӑрать.

Тигр — зверь хитрый и никогда не скажет «давай отдохнем»: боится, что медведь такое слово услышит, возьмет с тигра пример и тоже отдохнуть захочет.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл ун ҫине тинкерсех пӑхать, анчах патне пыма хӑрать.

Он пристально смотрит на неё, но ближе не подходит.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Акӑ Зафар пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗрет, вӑл хӑй шухӑшӗнчен хӑй те хӑрать, ӑна ҫийӗнчех манасшӑн вӑл, каярахпа каллех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать, ҫак шухӑш унӑн ӑс-тӑнӗнче ҫирӗпленсех ларать.

И вот в голове Зафара рождается мысль, которой он сначала боится и гонит ее прочь, но потом снова возвращается к ней, и она начинает укрепляться в его сознании.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫак машина питӗ ачаш япала, вӑл шӑнса пӑсӑласран хӑрать, вӑл питӗ хаклӑ, ӑна ытти машинӑсенчен лайӑхрах сыхлаҫҫӗ.

Она очень большая неженка, эта машина, она боится простуды, она очень дорогая, ее берегут не так, как другие машины.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Петя мана лайӑхрах курӑнтӑр тесе, малалла тӗкме пуҫларӗ, анчах анне мана упа ярса илесрен хӑрать.

Петя стал меня вперёд толкать, где видно. А мама боялась, что медведь может меня зацепить.

Упа // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр пичче эпӗ каланине илтрӗ те, хыттӑн: — Слон пирӗн паталла килесрен хӑрать вӑл! Ха-ха-ха! — тесе кулса ячӗ.

А один дядя услыхал, как я говорю, и сказал громко: — Он боится, что слон на нас идёт! Ха-ха-ха!

Слонсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӑрать, — тет Верочка, ӑна шеллесе.

— Боится, — сочувственно говорит Верочка.

Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑрать!

Помоги переводом

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑрать!

Помоги переводом

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑрать!

— Боится!

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑрать! — кӑшкӑрать Серёжа.

— Боится! — кричит Серёжа.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Серёжа Марусьӑна асӑрхаса илет те: — Маруся хӑрать! Маруся хӑрать! — тесе кӑшкӑрать.

Серёжа замечает Марусю и кричит: — Маруська боится! Маруська боится!

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӑйне каллех тӗрмене питӗрсе лартасран хӑрать тейӗн унӑн куҫӗсем унталла та кунталла сиккелеҫҫӗ кӑна.

Глаза у него дико бегали, точно он боялся, что его снова запрут в тюрьму.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫитменнине тата Васька: — Ачасем, ку вӑл Шубин мар, Юз хай хурана кӗрсе пытаннӑ та сӑмсине кӑларса кӑтартма хӑрать! — тесе кӑшкӑрчӗ.

А тут еще Васька крикнул: — Хлопцы, это не Шубин, это Юз в котел забрался и боится нос показать!

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл шапи выҫса вилесрен хӑрать, ҫавӑнпа та унӑн ҫӑварне вӑл е курӑк пӗрчи, е вӗҫсе каясран ҫунаттисене татнӑ икӗ шӑрчӑка чыхма хӑтланать.

Он боится, что она подохнет от голода, и пытается запихать ей в рот то пучок травы, то двух стрекоз, которым он поотрывал крылья, чтоб не улетели.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӗсем кимме ҫавӑраҫҫӗ те шыва тӗртсе яраҫҫӗ, анчах Ефим Кондратьевич ярӑнма хушмасть-ха: ҫил хумсем ҫӗклерӗ, ҫавӑнпа та вӑл ачасене пӗччен яма хӑрать.

После обеда они переворачивают лодку и сталкивают ее в воду, но покататься Ефим Кондратьевич не разрешает: ветер развел волну, и отпускать одних ребят он не решается.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унӑн аялалла, ҫӗр ҫинелле пӑхмалла, вӑл вара хӑраса кӑшкӑрса ярать, анчах та хуллен, хӑйне амӑшӗ чӳрече умӗнчен хӑваласран хӑрать.

Ей жутко смотреть вниз, на землю, и она повизгивает от страха, но тихонько, чтобы мама не забрала ее от окна.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑй Костя шыва путасран хӑрать те-ха.

Просто она боится, что Костя утонет.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Гусев ҫар карапӗсем сывлӑшран тапӑнассинчен хӑрать.

Гусев боялся воздушной атаки военных кораблей.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ камсенчен хӑрать вӑл ҫут тӗнчере пуринчен те ытларах.

Вот кого он боится больше всего на свете.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней