Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑратса (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарӑхӑвӗнче ыйхӑ ҫеҫ те пулман-мӗн: пуринчен ытла ӑна инҫе ҫул хӑратса тӑнӑ.

Недовольство его больше было не от недосыпу, а от страха перед дальней дорогой.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шухӑшӗсем пӗрре йӑпатса та илӗртсе, тепре хӑратса Ухтивана ялалла чӗнеҫҫӗ.

А голову будто разрывают на части противоречивые мысли, то утешая, то угрожая, зовут Ухтивана в деревню.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пустуй лӗпӗртетсе ҫынсене хӑратса ҫӳретӗн.

Болтаешь зря, людей пугаешь…

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарнӑ ҫӗртен тытса пырсан пулас упашкине хӑратса пӑхнӑ: «Пур пӗрех эс манпа ырӑ кураймастӑн.

Когда же ее поймали и силой привели к жениху, она сурово пригрозила будущему мужу: «Все равно ты со мной добра не увидишь.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни карма ҫӑвар сана хӑратса хӑварать».

Каждый сопляк тебя норовит запугать.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗнте чире хӑратса ятӑмӑр, тимӗр карта ҫавӑртӑмӑр», — теҫҫӗ вара ҫынсем.

Довольные свершенным, люди расходятся по домам: ну напугали мы болезнь, огородили ее железным забором!

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эсӗ мана хӑратса ҫӳреме-и?»

— Ты меня пугать вздумал?

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк тепӗр каҫ каллех путвал алӑкне пырса уҫрӗ, Михапара ӳкӗтлесе ҫавӑрма хӑтланса ӑна хӑратса та, йӑпатса та пӑхрӗ, Михапар пупа хирӗҫ алӑк умне пырса тӑчӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

На другую ночь Салагаик снова явился к Мигабару, уговаривал, запугивал, однако тот, как обещал, не проронил ни единого слова, не взглянул ни разу в его сторону.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑппӑн тӑрать сӗм вӑрман Нарспи чунне хӑратса.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Мӗн каламалли, мана Гариф йӑлтах хӑратса пӗтерчӗ, — ун хыҫҫӑн утрӗ Зейнаб, ҫавӑнтах председателе тин ҫеҫ пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ-амӑшӗсем килӗшме мар, хыттӑнах вӑрҫса тӑкнӑ, Маринене ашшӗ, патакпа хӑратса, пӳртрен хӑваласа кӑларнӑ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль пулсан, Кӗтерне пит ӳкӗнес те ҫук та, ӑна ҫавӑнтах Алексей киле таврӑнас шухӑш пырса кӗчӗ, ку вара ӑна пӗрре савӑнтарчӗ, ҫавӑнтах хӑратса та пӑрахрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑратса каламастӑп.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремль ҫийӗн ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса курӑнакан чиркӳ тӑррисем вӗсене илӗртрӗҫ те, ҫав вӑхӑтрах хӑратса та тӑчӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр воевода ҫеҫ кайтӑр, анчах нухайсене унта пыма хӑратса тӑтӑр терӗ вӑл.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самани лӑпкӑ тӑмасть-ҫке ннҫе ҫула тухма, ҫавӑ хӑратса тӑрать мӑрса ҫыннисене.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене хӑратса сӑмах чӗнекенни ҫук.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Курӑр, мӗнле хӑратса ҫыратӑп эп ҫамрӑк Ивана, — терӗ ашшӗ.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменнине, Урасмет алманчӑ пырса хӑратса кайрӗ ял халӑхне, ӑҫта ҫухалнине пӗлместӗр пулсан вӗсемшӗн эсир кӑлтӑк укҫи тӳлетӗр тесе асӑрхаттарса хӑварчӗ.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней