Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑранипе (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кая юласран хӑранипе мар, ҫамрӑксем тӑрӑхласа кулни вӑтантарчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппан ӗҫӗсене ӑшӗнче ырласа, анчах, хӑранипе ӳпкеленӗ пек каларӗ Макҫӑм.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑранипе хӑлхисене тӑраткаласа пыракан лаша ҫивӗччӗн юртса кайрӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ Лукарье те, тӑна кӗрсе, чан сассинчен хӑранипе кирлӗ мар сӑмах персе янине тавҫӑрса илчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку ӗнтӗ именнипе е хӑранипе эпӗ систерсе калаҫнисене туйман пек кӑтартасшӑн».

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлип, темрен хӑранипе, тӑруках айккинелле сиксе ларчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пытарнӑ япаласене Совета пама хӑюлӑх ҫитернӗ пулсан, кам пӗлет, вӑл, хӑранипе, мана та сутма пултарӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, Гури те хӑранипе мар пуль-ха, — ерипен, васкамасӑр каларӗ Сергей.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑрмӑшри пуҫлӑхсем хӑранипе килмерӗҫ тесе-тӗр, хӑшӗ-перисем тепӗр кунне те утӑ ҫулма каясшӑн пулчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав турхан урхамахӗ сӑмса шӑтӑкӗсене сарса пӑрахнӑ, хӑранипе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тӑп чарӑнать, хуҫа хӑваланипе ҫеҫ малалла каять.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссенчен хӑранипе пысӑк ушкӑнпа тапӑнаҫҫӗ, — хуравларӗҫ паллакан мӑрсасем.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паҫӑр ҫак ӗнерен хӑранипе пӑрахса хӑвартӑм, — терӗ.

Помоги переводом

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Унччен те пулмарӗ, темрен хӑранипе пӳлӗннӗ Хӗлимун ыткӑнса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Йӑвине хурса парсан, пӗчӗк чӗпӗсем манран хӑранипе пушшех ҫимӗҫ, кунтан чӗкеҫӗсем хӑйсем илсе парӗҫ, терӗм.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ак инкек: вӗллен тӗпӗ йӑви-мӗнӗпех тухса ӳкнӗ, ҫӗмрӗк вӗлле патӗнче тӑватӑ чӗпӗ хӑранипе пӗри те тепри ҫӑварне уҫса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенӗ пек выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Хутаҫлӑ пӑрӑҫ тӗслӗ пулса ларнӑ пичӗ хӑранипе хӑйма пек шуралчӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хӑранипе ҫӳҫенсех каять Альберт.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Мӗн тумалла? — хӑранипе ҫӗтсех ларнӑ сасӑпа ыйтатӑп эпӗ.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Хӑранипе эп ҫӳҫенсех кайрӑм.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кӑна Ҫемук ашшӗ хӑй курнӑ, вӑл, пит хӑранипе, чикӗнсе ӳкнӗ те икӗ эрне чирлесе выртнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней