Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑпараҫҫӗ (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрачан хулӗсем анаҫҫӗ те хӑпараҫҫӗ, ҫинҫе те ҫивчӗ, темӗн мӑкӑртатнӑ пек сасӑ ун енчен килет.

Плечи девочки опускаются и поднимаются, высокий и пронзительный, как причитанье, звук идет от нее.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗлӗтсем ӳссе пыраҫҫӗ, ҫӳлерен-ҫӳлерех хӑпараҫҫӗ, ерипен сарӑрах пулса каяҫҫӗ.

Облака растут, поднимаются выше и мало-помалу желтеют.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чул юпа тӑрринчех — пӗринчен тепӗри ҫӳлерех — хунарсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем патне шывран тытса хӑпармалли хӑлӑп пек пусмасем хӑпараҫҫӗ.

На самом верху быка один над другим висят фонари, к ним из воды отвесно поднимаются скобы — ступеньки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑшӗ-пӗри лаптӑк тӑрӑсенчен хӑпараҫҫӗ те юхан шыв е ӗшне урлӑ ҫара ҫерҫилле вӗҫеҫҫӗ.

Иные снимались с плоской крыши и летучей мышью летели через воду, или за рощу.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хура юн тӗслех ҫавнашкал чулран тӑракан колоннӑсем — вӗсем тӑваткал, ҫӳлелле ансӑрланса хӑпараҫҫӗ — хапха-алӑкӑн скульптура урлӑ виттине тытса тӑраҫҫӗ.

Две квадратные, сужающиеся кверху, колонны из того же чёрно-кровяного камня поддерживали скульптурное перекрытие входа.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн яка стенисем ҫӳлелле ансӑрланса хӑпараҫҫӗ те хура юн тӗслӗ чулран купаланӑ катмар карнизпа вӗҫленеҫҫӗ.

Гладкие его стены сужались кверху и заканчивались массивным карнизом из чёрно-кровяного камня.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗри пусмапа хӑпарса кайрӗ те хӑранипе каялла тапса сикрӗ, аялтан ҫав вӑхӑтра харӑсах иккӗн хӑпараҫҫӗ: пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнчӗҫ те виҫҫӗшӗ те, пусми-мӗнӗпех, ҫӗре кӗрслетрӗҫ.

Один полез на лестницу да испугался — и назад, а снизу двое сразу вверх лезут: столкнулись и грохнули наземь все втроем вместе с лестницей.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Инҫетре, темиҫе участок ҫинче, тырӑ вырма хатӗр комбайнсене хӑйсен вырӑнӗсене тӑратнӑ; вӗсем те чӗтренӗ пек курӑнаҫҫӗ, пӗрре тулӑран аяларах анаҫҫӗ, тепре унран ҫӳлерех хӑпараҫҫӗ, чӑнах та карапсем пек туйӑнаҫҫӗ: акӑ, кӗҫ-вӗҫ тапранаҫҫӗ те хир ҫийӗпе ишсе каяҫҫӗ!

Вдали на разных участках несколько комбайнов, уже готовых к уборке, расставлены по своим местам; они тоже дрожат, то опускаясь, то поднимаясь вверх выше пшеницы, и кажутся воздушными кораблями: вот-вот тронутся и поплывут над полем!

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Пӗри табак чӑмлать, тепри чӗлӗм туртать; тӗтӗм ункисем мачча патнелле мӑкӑрланса хӑпараҫҫӗ те, йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн тӑсӑлса, ҫутта хуплаҫҫӗ, анчах яланхи шав ӗнтӗ кунта та лӑпланчӗ: тӗтре пурне те пӑшӑрхантарать, чӗрене салхулӑх кӗртет, кулянтарать.

Одни жевали табак, другие курили трубки, клубы дыма длинными полосами тянулись под низким потолком, застилая свет; по углам плакали дети, но обычный здесь шум затих; туман всех встревожил, наполнив сердца унынием и страхом.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Тусем ҫурҫӗр енне мӗн тери чӑнкӑрах хӑпараҫҫӗ, тӗтре те ҫавӑн чухлех шӗвелсе пырать.

Чем круче к северу поднимались горные склоны, тем прозрачнее становился туман.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Икӗ листа хут пӑсӑлчӗ ӗнтӗ… эпӗ сӑвӑра мӗн те пулин улӑштарма шутланӑран мар; сӑвӑ мана питӗ лайӑх пек туйӑнать; анчах виҫҫӗмӗш йӗркерен пуҫласа юлашки сӑмахсем ҫӳлелле чалӑшса хӑпараҫҫӗ, ҫав илемсӗр йӗркесем тӳрех куҫа курӑнаҫҫӗ.

Уже два листа бумаги были испорчены… не потому, чтобы я думал что-нибудь переменить в них: стихи мне казались превосходными; но с третьей линейки концы их начинали загибаться кверху все больше и больше, так что даже издалека видно было, что это написано криво и никуда не годится.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виҫҫӗмӗшсем ҫӳлӗ тусем ҫине, пӗлӗтсенчен те ҫӳлерех хӑпараҫҫӗ, Урала, Кавказа каяҫҫӗ.

Третьи поднимаются высоко в горы, выше облаков, на Урал, на Кавказ.

55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Тӗрӗс, ку интереслӗ пулать: ав епле сӑртсем каҫӑрӑлса тӑраҫҫӗ, ҫынсем вара пӗр-пӗрне пулӑшса, туясем ҫине тӗренсе, вӗренсемпе туртӑнса, чӑнкӑ ту ҫине хӑпараҫҫӗ.

Да, это будет интересно: вон какие громоздятся скалы, и люди, помогая друг другу, упираясь палками в уступы, подтягиваясь на веревке, упрямо идут вверх по крутизне.

55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хӗмсем, пысӑк вут шӑнасем пек, ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те тӗттӗмре сӳнеҫҫӗ.

Большими огненными мухами высоко-высоко взлетали искры и гасли в темноте.

Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хирӗҫ пулакан бакенсем самантрах хыҫа тӑра-тӑра юлаҫҫӗ — вӗсем ҫӳлелле ишсе хӑпараҫҫӗ тейӗн.

Встречные бакены, словно плыли они вверх по реке, мгновенно оказывались позади них.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫара урансем, ҫӳллӗ стена ҫине сасӑсӑр йӑраланса хӑпараҫҫӗ.

Неслышно ступают босые ноги, карабкаясь на высокую стену.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Питӗ ӑста ӳкерсе илнӗ: шурӑ пӗлӗтсен талккишӗнче чӑп-чӑмӑр куполсем шӑрҫаланса хӑпараҫҫӗ те, нумай хысаклӑ та картлашкаллӑ, нумай тӑрӑллӑ пӗтӗм ансамбль сенкер тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленнӗн туйӑнать.

Снимок был сделан мастером: идущие уступами маковки причудливо лепились друг к другу на фоне белых облаков, и весь многоступенчатый, многоглавый ансамбль словно бы невесомо плыл в майском небе вместе с этими облаками.

18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Нумай та вӑхӑт иртмест, ачасем ҫырмаран хӑпараҫҫӗ.

Поднялись из оврага.

Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Малалла вӗсем ансӑр картлашка тӑрӑх ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ, унтан — хӑйсен пӳлӗмне.

Дальше по узенькой лестнице поднялись на антресоли, в детские комнаты.

Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Матроссен кӗсменӗсем пикенсе шыва ҫураҫҫӗ, пӗр саманта кильватерсен бурунӗ курӑнса илчӗ те баклан пек шлюпкӑсем куҫран ҫухалнӑ май, пӗрре анаҫҫӗ те тепре хӑпараҫҫӗ.

Весла матросов рвали воду, на какое-то мгновение мелькал кильватерный бурунок, и шлюпки, как бакланы, то поднимались на гребни, то опускались и исчезали из глаз.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней