Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑранса кайсан — вӗсенчен вӑл ури тӗпӗнчен чӗри патне хӑпартлантарса тата шӑнтса хӑпаракан сенкер шыв йӑлтӑртатӑвне ҫеҫ ас туса юлать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэй Везувий евӗр кӗрлесе вӗрекен пысӑк кастрюль ӑшне тӗсемелӗхех ӳссе ҫитеймен-ха, ҫапах ӑна ыттисенчен ытларах хисеплет; икӗ тарҫӑ кастрюле куҫарнине вӑл ҫав хатӗр хумханса пӑхса тӑрать; ҫавӑн чухне плита ҫине тӗтӗмлӗ кӑпӑк чӳхенсе тӑкӑнать, пӗтӗм кухня хумлӑн-хумлӑн чашлатса хӑпаракан пӑспа тулса ларать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анатран хӑпаракан пӑрахут ҫинчен илемлӗ кӗвӗ илтӗнет.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Пӗр самант анатран хӑпаракан машина ҫине, унтан хӑй патнелле ыткӑнакан аппӑшӗ ҫине пӑхрӗ.С минуту смотрел на подъезжавшую с низовья машину, потом на сестру, которая бежала к нему.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Хӗрлӗ лавасем йывӑррӑн тӗпӗртеттерсе малалла — хура йывӑҫсенчен пӑртакҫӑ сылтӑмарах, лупашкари шыв ҫийӗпе йӑлкӑшса хӑпаракан шурӑмпуҫ ҫутти еннелле, ярӑнтарса ыткӑнчӗҫ…
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тырӑ та, выльӑх-чӗрлӗх те, Каспий тинӗсӗ енчен хӑпаракан нефть те, пулӑ та ун урлӑ ӑсанса тӑнӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Австро-Венгрире выҫлӑх столицӑна та ҫитсе перӗннӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен продовольстви министрӗ Дунай шывӗ тӑрӑх Германне кукуруз турттарса хӑпаракан нимӗҫ баржисене те ҫаратма приказ панӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ инҫете кӑтартакан трубапа пӑхса ҫак япалан чӑнкӑ мар ҫыранӗсем тӑрӑх ҫӳлтен аялалла анакан, аялтан ҫӳлелле хӑпаракан ҫынсене куртӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑйӗн чапӗ патне хӑпаракан, хӑйӗн ҫарне пӗр чӑмӑр туса хунӑ полководецпа боевой опыт нумай пухнӑ паллӑ вырас генералӗ, союзлӑ ҫаран чӑн-чӑн главнокомандующийӗ пулнӑ пулсан, ҫапӑҫу епле пулса иртнӗ пулӗччӗ-ши?
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӑйӗн професси йӑлипе пусма тӑрӑх хӑпаракан ҫыннӑн ури сассине итлекелесе кӗнӗ вӑл, чӗлӗм те туртса янӑ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Васкаса хӑпаракан ҫынсен айӗнче алшӑллисемпе простыньсенчен явса тунӑ пусма ҫӑтӑртатса ҫеҫ тӑрать.Под тяжестью торопящихся тел нудно скрипели в крутец ссученные полотенца и простыни.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шӑпах телей пулчӗ тата: пӗр километр та кайманччӗ, вӗсене шыв тӑрӑх тӑвалла хӑпаракан пӗр кимӗ хуса ҫитрӗ.На счастье, не прошли они и километра, как их нагнала лодка, поднимавшаяся вверх по реке.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Козаксем икӗ рульлӗ ҫинҫе кимӗсемпе хӑвӑрттӑн ишеҫҫӗ, кӗсменӗсемпе ҫӑмӑллӑн ӗҫлеҫҫӗ, вӗҫсе хӑпаракан кайӑксене хӑратса ӑшӑк вырӑнсенчен асӑрхануллӑн пӑрӑна-пӑрӑна иртеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен атаманӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫӗрпӳртӗн ҫӳлелле шӗвӗрӗлсе хӑпаракан алӑкӗ патӗнче виҫӗ хут мӑйӑхлӑ гайдук тӑрать.У дверей подземелья, оканчивавшихся кверху острием, стоял гайдук с усами в три яруса.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чие тӗслӗ шӑрҫа ҫине ачасем пурте черетпе пыра-пыра пӑхрӗҫ, пурте вара шӑрҫа ҫине ӳкерсе хунӑ, хулпуҫҫийӗ ҫине хӗрес хурса, сӑрт ҫинелле утса хӑпаракан сухаллӑ ҫынна курчӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗлӗт янкӑр уяр ҫутӑлса тӑрать, йывӑҫ тӑррисем, майӗпен хӑпаракан хӗвел ҫути ӳкнипе, кӗренрех курӑнаҫҫӗ, анчах аялта, Сильвер хӑйпе пынӑ ҫынпа тӑракан вырӑнта, ҫаплипех ҫӑра тӗксӗмлӗх тӑрать.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хӑй вара, чӑнкӑ ту ҫине хӑпаракан ҫын евӗрле йывӑррӑн та хӑвӑрттӑн сывлатчӗ.Дышал он тяжело и быстро, как человек, взбирающийся на крутую гору.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пилӗк ҫулта чухнех эпӗ вӗсем ҫине тӑрмаланса хӑпаракан пултӑм.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сирӗн куҫ умне чуллӑ ҫырансенчен анакан шавлӑ юханшывсем, ун ҫыран хӗррисенчи ҫӑра тростник тӗмӗсем, вӑрмансем, — унта халь те тигрсем тӗл пулкалаҫҫӗ-ха, пур енӗпе те курӑнса выртакан сӑртсем курасшӑн: Гималай патне ҫитичченех пӗлӗтелле хӑпаракан пӑр картлашкасем, ту аяккинчи мӗнпур илемлӗх; ҫунӑк тӗслӗ тӗксӗм пушхирсем; бананпа финик ращисем; шуррӑн-симӗссӗн курӑнакан ҫӗр мамӑк уйӗсем тухса тӑраҫҫӗ.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эпир вӑл ӑҫтине пӗрре кунтан, тепре лерен вӗҫсе хӑпаракан кайӑксем тӑрӑх кӑна пӗлетпӗр.Мы узнавали, где он, по птицам, которые с криком вспархивали то там, то здесь.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.