Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑлхисенчен (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Синицкий сурчӑкне ҫӑтса ячӗ ҫеҫ, хӑлхисенчен, ваткӑпа пӑкӑласа лартнӑ пӑкӑсем сирпӗнсе тухнӑ чухнехи пекех, темскер янӑраса илчӗ те, мотор кӗрлени те, пассажирсем калаҫни те аванах илтӗнекен пулчӗ.

Синицкий проглотил слюну, что-то щелкнуло в ушах, словно мгновенно вылетели из них ватные тампоны, и снова стал слышен рокот мотора и говор пассажиров.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хӑлхисенчен тытса кӑлар, — терӗ Чакак.

— Тащи за уши, — сказал Сорока.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Чакак сак ҫинчен тӑнӑ май кролика хӑлхисенчен ҫӗклерӗ.

Сорока поднялся со скамейки, взял кролика за уши.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӗсен сулахай хӑлхисенчен кашнинех ҫап-ҫутӑ шуҫ номерсем ҫакса янӑ.

В левом ухе у каждого телка лучился жестяной номерок.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Серёжа ачасемпе ҫапӑҫма та хирӗҫех пулман, анчах вӑл пӗчӗк ачасене тата хӗрачасене ыттисем пек тивмен, вӗсене пӳрнипе ҫара ӗнсисенчен шаклаттарман, хӑлхисенчен туртман.

С мальчиками он непрочь был подраться, но девочек и маленьких ребят не обижал, не щелкал их по стриженым затылкам, не драл за уши, как другие приютские.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Хуллен, пӗр тикӗссӗн вуларӗ, ҫакна май пысӑк хӑлхисенчен сӗвем ҫиппе кӑкарнӑ куҫлӑхӗ айӗнчен тек-текех Глафира аппа ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Читал медленно и ровно, при этом то и дело взглядывал на тетеньку Глафиру из-под очков, привязанных к большим его ушам суровой ниткой.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Сӑмсисемпе хӑлхисенчен юн сӑрхӑнать, шинелӗсем лӳчӗркенчӗк, куҫӗ-пуҫӗсем алчӑраса кайнӑ — вилнӗ ҫынӑнни пек тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ.

Из ушей и носов сочилась кровь, помятые и безразличные.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӗрачи ашшӗ патне хӗсӗнкелесе кӗнӗ те, ӑна мӑйран ытамласа илсе, шӑнӑрлӑ та урлӑ хӑлхисенчен пӑшӑлтатнӑ:

Дочка протиснулась к отцу и, обвив руками его шею, что-то зашептала в оттопыренное хрящеватое ухо.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мишка шӑлне ҫатӑрласа ҫыртрӗ, ӑна йӗвен вӗҫӗсемпе хӑлхисенчен тиверте-тиверте илчӗ, хыҫалтан е умран утсем сиктерсе килни илтӗнмест-и, кӗсре кӗҫеннине кам та пулин илтмерӗ-и тесе, тӑтӑшах чарӑнса тӑрса тӑнларӗ.

Кошевой стискивал зубы, бил ее по ушам концами уздечки, часто останавливался послушать — не гремит ли сзади или навстречу гулкий бег коней, не привлекло ли чьего-нибудь внимания ржанье.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лена вӗсене хӑлхисенчен ачашлӑн турткалама пуҫларӗ.

Лена стала ласково трепать их за уши.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей хӑлхисенчен сасартӑк шыв юхса тухнӑ пек пулчӗ, — вӑл ҫил кашланине, тӗттӗмре йывӑҫсем чӗриклетнине, утӑ купи ҫывӑхӗнчех йӑлкӑшакан кӑвайт ҫинче хӑрӑк-харӑк ҫатӑртатса ҫуннине тата ҫынсем калаҫнине илтрӗ.

И вдруг у Андрея точно вода из ушей вылилась, — он услышал, как шумит ветер, скрипят деревья во тьме, а поблизости от стожка потрескивает на огне сушняк и раздаются человеческие голоса.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл нумайччен хӑлхисенчен известь тӗпренчӗкӗсене кӑларса ларчӗ.

Он долго выковыривал из ушей известковые крошки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку музыкӑран цирксенчи наездниксен хӑнӑхса ҫитнӗ лашисем те, чанк тӑратнӑ хӑлхисенчен ҫав шӑвӑҫӑн чӗпӗтекен сассине кӑларса ывӑтасшӑн пулса, хӑлхисене силлентере-силлентере, шиклӗн пӑрӑнаҫҫӗ…

От этой музыки даже ко всему привыкшие лошади цирковых наездников-опасливо сторонятся, нервно прядая острыми ушами, точно хотят вытряхнуть из них колкие жестяные звуки…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Пӗчӗкҫеҫ патакӗпе музыкантсем умӗнче сулкаласа тӑракан ҫын — лешсем ун ҫине пӑхмаҫҫӗ те — ҫав татӑксене аллисемпе хӑлхисенчен ярса илет те ҫӳлелле курӑнми ывӑтса ярать.

Человек, махающий палочкой над головами музыкантов, которые не смотрят на него, берет эти куски за ручки-уши и невидимо бросает их кверху.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Сасартӑк нимӗҫ хӗрарӑмӗ хӑйӗн тимӗр пек пӳрнисемпе ачана хӑлхисенчен хӑвӑрт кӑна ҫавӑрса тытрӗ те унӑн пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

И вдруг она, проворно схватив мальчика за уши своими железными пальцами, с силой повернула его лицо вверх:

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫамрӑк учительницӑсем, ачасем патнелле ачашшӑн тайӑлса тӑрса, хӑйсене майлӑ «шухӑшлареҫ», — унччен пӑртак малтантарах ҫав ачасенех вӗсем чӗпӗтнӗ, хӑлхисенчен туртнӑ, — халӗ ӗнтӗ вӗсем итлемен ачасене кулкаласа ҫеҫ лайӑх пӳрнисемпе юнаса каларӗҫ, итлекеннисеме пуҫӗсенчен ачашласа шӑлчӗҫ.

Молоденькие учительницы старались, ласково склоняясь над учениками, которых не так давно драли за уши, грозили пальчиком маленьким шалунам и гладили по головке послушных.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

2. Аарон вӗсене каланӑ: хӑвӑр арӑмӑрсен, ывӑлӑрсен, хӗрӗрсен хӑлхисенчен ылтӑн алкисене кӑларса илӗр те ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

2. И сказал им Аарон: выньте золотые серьги, которые в ушах ваших жен, ваших сыновей и ваших дочерей, и принесите ко мне.

Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней