Поиск
Шырав ĕçĕ:
Татах калаҫса ларнӑ пулӗччӗҫ-и ҫак ҫамрӑк «артистсем», анчах каччӑ Ева хӑлхинче хӑлха ҫакки ҫуккине асӑрхарӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ун хӑлхинче ҫул тӑршшипех Александр Федорович сасси илтӗнсе пычӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫӳллӗ, курпунлӑ тарҫӑ хӗрарӑм — тути аялтан ҫакӑнчӑк, хӑлхинче пӑхӑр алка — тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑта-йӑта тухать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Сӑран шӑлаварӗ витӗр ӳтне хӑйӑр чӑтмалла мар ҫунтарать, тӳпе вара пуҫӗ ҫине вӗри плита пӑрахать те пӑрахать, ӳкмессеренех хӑлхинче хӑватлӑ гонг янӑрать; ҫав шӗвеке ӗҫнӗрен ҫунакан пуҫ миминче курӑнми пружинӑсем ҫаврӑнма, бухтӑн симӗс-кӑвак тӗсӗнче тата хӑйӑр ҫинче хӗлхем кӗлтисем сиккелеме пуҫларӗҫ; тинӗсӗн инҫет горизончӗ Пэд пекех ӳсӗр — сулланать, вӑл туртӑна-туртӑна куҫни-хускални капмар тӳпе янахӗн хӑлаҫланӑвӗ евӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тата хушса хурам: сылтӑм хӑлхинче вӑл алка ҫакса ҫӳрет — вилнӗ арӑмӗнчен ӑна тупӑка хунӑ чухне юлнӑскер.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Апатланнӑ хыҫҫӑн Зиновий хӑлхинче мӑшӑрӗн сӑмахӗсем янӑрарӗҫ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене шута илсе Вероника Комаровӑна айӑплӑ тесе шутлас, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Уголовнӑй кодексӗн 103-мӗш статйипе айӑпласа ҫичӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарас…» — халӗ те янӑраҫҫӗ судья сӑмахӗсем Юрий хӑлхинче.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Кайран та чылайччен янӑрарӗ вӑл Аня хӑлхинче.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ниҫта та, Эмилӗн сулахай хӑлхинче юлсан кӑна ӗнтӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Йӑсласа тӑран калаҫупа кулӑ хреснашшӗн татти-сыпписӗр сӑмахне хупланӑ, Фома вӑл калаҫнинчен пӗр сӑмах та уйӑрса илеймен, тата ҫитменнине унӑн хӑлхинче пуринчен ытла секретарӗн тенорӗ ывӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑнӑ:
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ефимыч хӑй, салху сӑнланса кайнӑскер, ҫӗрӗмӗш хут ӗнтӗ хӑй сысна патӗнче мӗнле тӑни, «лешӗ ухлатни, шартлатни, ҫурӑлса кайни» ҫинчен, хӑй малтан ним илтми пулса тӑни, «хӑлхинче нумайччен янӑрани, унтан иртсе кайни» ҫинчен каласа панӑ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Таграт хӑлхинче ҫил шӑхӑрать.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Халӗ ҫеҫ таҫта ҫакӑнта илтӗннӗ Очер сасси ун хӑлхинче ҫаплах янӑраса тӑрать-ха.Голос Очера, только что слышавшийся где-то здесь, все еще не умолкал в ушах Чочоя.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хунӑ кирпӗчсене алтупанӗсемпе ҫапкаласа илет, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ӳсет, ун хӑлхинче комсомолецсем хӑйне мухтаса кӑшкӑрни те илтӗне пуҫларӗ…
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫулталӑкран, — терӗ малалла Бикмуш мучи, — мана тӗрмерен кӑларчӗҫ, суранӑмсем тӳрленчӗҫ, анчах сутӑнчӑкӑн хӑлхинче ӗмӗрех: «Эх, эсӗ, сутӑнчӑк чун!» тенӗ сӑмахсем янӑраса ҫӳренӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Эп, ӗҫҫынни ывӑлӗ…» — чаплӑн янӑрать ҫаплах хӗрлӗ армеецсен тупи Владимир Ильичӑн хӑлхинче.
«Эп, ӗҫҫынни ывӑлӗ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Лейтенантӑн ҫӑмӑллӑн контузи пулнипе пуҫӗ ыратрӗ, хӑлхинче шав янраса тӑчӗ; вӑл руле тытса кӑшкӑртса илчӗ те колонна малалла тапранса кайрӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Пулас ҫырӑвӑн сӑмахӗсем халех унӑн хӑлхинче янраса тӑчӗҫ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Халтан каякан Прага хулин йыхравӗ ун хӑлхинче пӗр чарӑнмасӑр янӑраса тӑрать.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн хӑлхинче ҫаплах Цыпляков пӑшӑлтатни нӑйлатса тӑчӗ: «Пире усӑсӑрах ҫакса пӗтерӗҫ, анчах мӗне ӗненмелле?»Но в ушах все ныл и ныл шепоток Цыплякова: «Перевешают нас без пользы; а верить во что?»
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.